Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уй-хирте ĕç шавĕ кĕрлет

Уй-хирте ĕç шавĕ кĕрлет

«Прогресс» акционерсен хупă обществинче уй-хирти ĕçсен калăпăшĕ пысăк. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмпе 1066 гектар, пĕр çул ÿсекен курăксене 1826 гектар, кукурузăна 150 гектар çинче акса хăвармалла.

Çанталăк хĕвеллĕ те çиллĕ тăнине кура çĕр хăвăрт типме пуçларĕ. Çакă çурхи ĕçсене хăвăртлатма, çур акине кĕске срокра пурнăçлама хистет. Ĕç калăпăшĕ кашни бригадăра тĕрлĕрен. Механизаторсем ĕçе тухăçлă та чăрмавсăр йĕркелесе пыраççĕ, уй-хирте ĕç шавĕ кĕрлет. Çĕре сÿрелес ĕçре Сергей Доброхотов, Александр Антонов, Владимир Марков, Владимир Борисов /Патреккел бригади/, Виталий Дмитриев, Геннадий Куприянов, Александр Николаев /Ĕнел/, Петр Колсанов, Александр Чернов /Тÿскел/, Сергей Муллин, Алексей Мамуткин /Елчĕк/ тăрăшулăх кăтартаççĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене тата кĕрхи культурăсене апатлантарас ĕç вĕçленнĕ. Ку енĕпе Петр Колсанов водитель, Александр Барановпа Дмитрий Марков трактористсем пысăк хавхаланупа вăй хунă. Хăйсене шанса панă кашни техникăна кăлтăксăр ĕçлеттереççĕ механизаторсем, ĕç тухăçлăхĕ тата ака хăвăртлăхĕ хăйсенчен килнине çирĕп туяççĕ.

Паянхи кун тĕлне кунта нумай çул ÿсекен курăксене сÿрелессине 100 проценчĕпех пурнăçланă. Апрелĕн 7-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 15 гектар, пĕр çул ÿсекен курăксене 50 гектар лаптăк çинче акма ĕлкĕрнĕ.

Сăмах май, акана хутшăнакансем кашниех медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, тĕллевлĕ инструктаж илнĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Хуçалăхăн Патреккелĕнчи бригадинчи Сергей Доброхотов механизатор хăйне шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code