Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çулла — сĕт вăхăчĕ

Çулла — сĕт вăхăчĕ

«Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕнче хальхи вăхăтра куллен кашни ĕнерен 26 килограма яхăн, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 7 килограмм ытларах сĕт сăваççĕ.

Малтанхипе танлаштарсан, чылай нумайрах сĕт сунин вăрттăнлăхĕ мĕнре? Кооператив председателĕ Валерий Германов çакна ĕнесем хальхи вăхăтра ушкăнпа пăруланипе сăлтавларĕ. Унсăр пуçне, кăтартусем рациона мĕнле йĕркеленинчен те килеççĕ, паллах. Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче тесе ахальтен каламан. Кăçал çанталăк маларах ăшăтнине пула вĕсене унчченех симĕс курăкпа тăрантарассине йĕркеленĕ — кĕтĕве кашни кунах люцерна ани çине кăлараççĕ. Ăна сăвăнакан ĕнесене тăрантарма тесе ятарласа 25 гектар уйăрнă. Ешĕл калча çине илсе тухнă вăхăтра та хĕллехи пекех кашни ĕнене куллен кирлĕ чухлĕ çăнăхпа, жмыхпа тата ытти хушма апатпа туллин тивĕçтереççĕ.

Ферма заведующийĕ Наталия Матросова ĕне сăвакан операторсемпе паллаштарчĕ, вĕсем: Мария Иванова, Галина Иванова, Надежда Маркова, Надежда Ленцова тата Ирина Алексеева. Сергей Афанасьевпа Владимир Симушкин, Константин Кузнецов кĕтỹçĕсем пулса тăрăшаççĕ.

«Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕнче хальхи вăхăтра сăвăнакан 166 ĕне шутланать. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне тивĕçлĕ шайра аталантарас тĕллеве асра тытса иртнĕ çулсенче кунта 6 миллион тенкĕлĕх инвестици проектне ĕçе кĕртнĕ — 150 пуç ĕне выльăх вырнаçмалли витене реконструкци тунă.

(Хамăр корр).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code