Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Агрослета хутшăнаççĕ

Агрослета хутшăнаççĕ

Чăваш Енре кăçалхипе иккĕмĕш хут «Ялта чи лайăххисем» ятпа йĕркелекен агрослет майăн 26-28-мĕшĕсенче иртет.

Палăртнă кунсенче республикăри пултаруллă çамрăксем Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕ çывăхĕнчи «Медвежий угол» кану базине пуçтарăнаççĕ.

Мероприяти программи анлă та пуян: ял çамрăкĕсен спартакиади, культура мероприятийĕсем, «çавра сĕтелсем», ăсталăх класĕсем. Слета Елчĕк тăрăхĕнчи çамрăксем те — медицина ĕçченĕсемпе педагогсем, культура, ял хуçалăх ĕçченĕсем хутшăнаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code