Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кĕске вăхăтра — 20 сетка

Кĕске вăхăтра — 20 сетка

Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшасси малаллах пырать. Кирек мĕнле пулăшу та çĕнтерĕве çывхартассинче пысăк вырăн йышăнать. СВОра маскировка сеткисем тăтăшах кирлĕ.

Аслă Таяпа территори пайĕнчи культура çурчĕсенче кĕске вăхăтра 20 маскировка сетки çыхма ĕлкĕрчĕ халăх.

— Пирĕн пулăшу салтаксен пурнăçне упратăрах. Вăрçă частарах пĕттĕр те ачасем тăван тăрăха çĕнтерỹ савăнăçĕпе ырă-сывă таврăнччăр, — теççĕ кашниех.

Анатолий СКВОРЦОВ.

Сăн ỹкерчĕкре: «Пĕрлĕхре — вăй», — пулнине ĕçпе çирĕплетекенсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code