Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йÿнĕ хакпа çырăнма ĕлкĕрĕр!

Йÿнĕ хакпа çырăнма ĕлкĕрĕр!

Районти почта çыхăну уйрăмĕсенче «Елчĕк ен» хаçата 2020 çулхи иккĕмĕш çур çулта илсе тăма çырăнтарасси малалла пырать.

2020 çулхи иккĕмĕш çур çул валли «Елчĕк ен» хаçата çырăнса ĕлкĕреймен пулсан, сирĕн çывăх кунсенче çемье бюджетне перекетлеме май пур. Июнĕн 1-10-мĕшĕсенче район хаçатне йÿнĕрех хакпа çырăнма пулать. Çитес çур çулшăн çырăнмалли хак – 460 тенкĕ те 92 пус. Çак 10 кун хушшинче çырăнсан эсир 43 тенкĕ те 20 пус перекетлетĕр. Çавăнпа та паян-ыранах почтальонсемпе тĕл пулма манса ан кайăр, район хыпарне çутатса, пĕлтерсе тăракан «Елчĕк ене» çырăнăр. Район хаçачĕ вун-вун çул хушши сирĕн шанчăклă тус-юлташăр пулнă, малалла та çаплах, сирĕншĕн «чун апачĕ» пулĕ.

Паллах, паянхи çăмăл мар вăхăтра ял çыннин кашни пуса шутлама тивет. Таçтан-муртан килсе çакланнă инфекци чирĕ те ура хурасшăн талпăнать. Çапах та ĕçчен та харсăр Елчĕксем чир-чĕре парăнмĕç, хăйсен сывлăхĕшĕн кар тăрĕç. Çавăнпа та унта-кунта тухса çÿремесĕрех, хапха умне килсех хаçат-журналпа, пенси-пособипе тивĕçтерекен почтальонсемпе тĕл пулĕç.

Акă, Лаш Таяпари почта çыхăну уйрăмĕн почтальонкисем – Светлана Канжелева, Ольга Иванова, Зинаида Арефьева, куллен ял çыннисем патне васкаççĕ. Вĕсем хальхи вăхăтра «Елчĕк ен» хаçата 193 экземпляр валеçеççĕ. Подписчиксем кăçалхи 2-мĕш çур çулта та хаçат çырăнса илмесĕр тăрса ан юлччăр тесе вулакансемпе тĕл пулса калаçаççĕ. Хастарсем хăйсен çăмăл мар ĕçне тивĕçлипе пурнăçлаççĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: почтальонкăсем çула тухма хатĕр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code