Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăçа юратсан çеç вăй-хал иксĕлми тапать

Пурнăçа юратсан çеç вăй-хал иксĕлми тапать

Чунран ыйтсан Турă паратех

Ялсене командировкăна кайсан кашнийĕнчех тĕрлĕ шăпаллă çынсемпе кăсăкланатăп. Хальхинче те хăнăхнă йăларан пăрăнас килмерĕ. Курнавăшри почта çыхăну уйрăмĕнче тăрăшакансем Тамара матăшкăпа паллашма сĕнчĕç.

– Эпĕ пачăшкă арăмĕсемпе калаçсах та курман. Пĕр сăмах тупайăпăр-ши? – терĕм малтанлăха кăшт сисчĕвленсе.

– Тамара калаçма юратакан, ăшă кăмăллă хĕрарăм, – терĕç çыхăну ĕçченĕсем пĕр кăмăллăн.

Курнавăш чиркĕвĕ çумĕнчи икĕ хутлă та капмар çурт умне çитрĕмĕр. Урамранах кил хуçи хĕрарăмĕ тирпей-илеме юратни, сад-пахчара тем тĕрлĕ пахча-çимĕç, улма-çырла çитĕнтерни куç умне пулчĕ. Иçĕм çырли хунавĕсем явăнса ÿснĕрен крыльца умĕ тата илемлĕ. Теплицăри хăяр-помидора та ир çиме пуçлаççĕ вĕсем. Качака усрать, чăх-чĕп тытать ял хĕрарăмĕ.

– Мана матăшкă темесен те юрать. Манăн мăшăрăм ку тĕнчерен уйрăлса кайнă, – терĕ Тамара.

Унтан шăкăл-шăкăл калаçу хăй еккипе шурĕ.

…Тамара Егорова /хĕр чухнехи хушамачĕ Богданова/ Кивĕ Арланкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти строительсен техникумне вĕренме кĕнĕ. Алла мастер-прораб дипломне илнĕ пикен хăй юратса суйласа илнĕ профессипе вăй хурас килнĕ, анчах ĕç тупайăн-и, çĕршыв саланнă, стройкăсем чарăнса ларнă тапхăр. Перестройка çулĕсем ура çине тăрас текен çамрăкăн ĕмĕт-тĕллевĕсене тÿрех çапса хуçнă. Ял хĕрĕ йывăрлăха парăнма хăнăхманскер, хулари автобазăна ĕçе вырнаçнă. Çулталăк диспетчерта тăрăшсан педагогика институтне лаборанткăна вырнаçнă. Ĕç вырăнĕ пур-ха хĕрĕн, анчах чунра канăçлăх хуçаланаймасть, тем çитмест ăна.

– Качча каяс пулсан та чиркÿллĕ ял ачине каяс. Манăн чиркĕве çÿрес килет, службăра тăрса кĕлĕсене итлес килет, – тесе ĕмĕтленнĕ студент чухнех маттур пике.

Пушă вăхăт тупăнсан пĕрре каять вăл Шупашкар чиркĕвне, тепре службăра тăрать. Тем самантра хĕрĕн чун-чĕри савăнăçпа тулать, кĕлĕсене итлесен унăн малалла пурăнас, пурнăç илемĕпе киленес килет. Пачăшкăн ÿкĕт сăмахĕсем хыççăн хăйне тата лайăх пулса кайнине туйнăран Тамара тĕн уявĕсене тăтăшах çÿреме тытăнать. Чиркĕве çÿресе хăй пек шухăшлă, Турра çирĕппĕн ĕненекен çамрăксемпе паллашать. Тантăшĕсем ерçеймен чухне чылай чухне пĕчченех чиркĕве утать.

Ырă кăмăллă та сăпайлă Тамарăна службăна çÿрекен ватăсем те асăрханă. Пĕринче ăна пĕр палламан хĕрарăмах: «Эсĕ чăваш хĕрĕ пулĕ. Тăтăшах чиркĕве çÿретĕн. Сана пĕччен пурăнакан хĕрарăмпа паллаштарас килет», – тенĕ те Катя аппапа тĕл пултарнă. Кинеми хулара пĕчченех пурăнать. Вăл Турра çирĕп ĕненекен, ăшă кăмăллă, ватлăхра хăйне пăхакан çын шырать иккен. Пĕр сăмахсăрах килĕшнĕ Тамара. Сăпайлă та тарават, уçă кăмăллă, ăшпиллĕ ял хĕрне хула хĕрарăмĕ вăхăтлăх пропискăна тăратнă. Çулсем иртнĕçемĕн Катя аппăшĕшĕн Тамара чи çывăх çынни пулса тăнă. Вăл пĕр сăмахсăрах ăна хулари хваттерне халал çырса хăварнă. Сăмах май каласа хăварам, мĕн виличчен лайăх пăхнă тăванĕсемсĕр, пĕччен тăрса юлнă ват çынна Тамара. Кинеми Егоровсен çемйин членĕ шутланнă. Хăйсенчен самантлăха та уйăрман ăна. Курнавăш ялнех пытарнă.

Пĕринче çапла кĕлĕ тухнă хыççăн Тамара Кÿкеç каччипе паллашнă. Николай иерей патĕнче пулăшуçăра ĕçленĕ, хорта юрланă.

Çамрăксем Атăл хĕрринче уçăлса çÿреççĕ, тăтăшах тĕл пулма пуçлаççĕ. Пĕр-пĕрин шухăш-кăмăлне, чун ăшăлăхне пĕлсе çитсен юратакан чĕресем пĕрлешме шухăш тытаççĕ.

– Акă вăл Турăран ыйтни, – тенĕ хĕр хăйĕн ăшĕнче ун чухне.

Ноябрь уйăхĕнче Введени соборĕнче Николайпа Тамара венчете тăраççĕ. Авланнă хыççăн мăшăрĕ малтанах Введени соборĕнче тăрăшать, вăхăт иртнĕ май ăна пачăшкăна лартаççĕ. Çамрăк настоятеле чи малтанах Канашри чиркĕве ĕçлеме янă. Унтан – Курнавăша. 1996 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче пĕрремĕш служба ирттерет Николай атте. 12 çул тăрăшать вăл кунта. Унтан Шăмалак чиркĕвĕнче виçĕ çул ĕçлет. Матăшкă яланах мăшăрĕпе юнашар. Вăл хитре саслă, лайăх юрлать.

Туслă çемьере 1997 çулта хĕр çуралать. Дуняша ят хунă ăна телейлĕ амăшĕпе ашшĕ. Анчах Николай аттен ĕмĕрĕ кĕске килнĕ. Вăл чĕрепе аптăраса çичĕ çул каялла çĕре кĕнĕ. Тамара мăшăрĕ вилнĕ хыççăнах Курнавăшра пурăнма çăмăл маррине туйса хулана тухса кайнă. Маларах каласа хăвартăм, шăпах Катя аппăшĕ патĕнче пурăннă вĕсем Дуньăпа.

Мăшăрсăр тăрса юлнă 38 çулхи матăшкă чунне лăплантарас тесе чиркÿрен тухма пĕлмен. Тăватă çул чиркÿ лавккинче тăрăшнă. Дуняша хула шкулĕнче вĕренме пуçланă. Хĕр ача пĕчĕкренех йăрă та çивĕч ăслă пулнипе, ал ĕçне юратнипе палăрнă. Хулара хăйĕн пултарулăхне аталантарма вара майĕсем те ытларах пулнă хĕршĕн. Тамара хĕрĕ 13 çултах çемье кассине укçа-тенкĕ хывма пултарнине каласа пачĕ. Çемье пуçĕсĕр тăрса юлнăскерсен пурнăçĕ çăмăл килмен. Çапах малалла ăнтăлнă вĕсем. Хăйĕн аллипе ăсталанă япаласенчен туй пÿлĕмне хитрелетме ăста Дуня. Вăл сăвăсем те çырать. Чи малтанхи сăввине ашшĕне халалланă. Халĕ хĕр Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнче музыка факультетĕнче вĕренет. Юрăсем çырать. 13 юрă авторĕ. Евдокия юрăçа çамрăксем уйрăмах лайăх пĕлеççĕ.

«Пасарти кĕпе мар, суйламастпăр…»

Дуня 11 класра вĕреннĕ вăхăтра Тамара ача усрава илесси пирки сăмах пуçарать. Анчах шанаççĕ-ши ăна? «Упăшки çук, пĕччен хĕрарăм темĕç-ши?» – канлĕхне çухатать вăл. Амăшĕн шухăшĕ Дуньăна та килĕшнĕ. Унăн тахçанах çемьере тепĕр çывăх тăван пултарас килнĕ.

Сăмаха çилпе вĕçтермен Тамара хăйĕн ĕмĕчĕпе хулари ача çуртне утать. Паллах, пăрчăкан пек йăрă Дуня та амăшĕнчен юлмасть. Ача çуртĕнче вĕсене мĕнле документсем хатĕрлемеллине, ку ыйтупа опекăпа попечитель органне каймаллине тĕплĕн ăнлантараççĕ. Çав вăхăтрах воспитательсем йывăр, ниме те ăнланман ача пирки калаçаççĕ. Тамара хĕр ача усрава илме шутланăскер, воспитательсен калаçăвĕ хăлхана кĕнĕрен тарăн шухăша каять. «Ара, тивĕçлĕ воспитани парайăп-ши вара çакăн пек йывăр ача лекес пулсан?» – ыйту пуçĕнчен тухмасть Тамарăн.

Интернатран тухсан Егоровсем шухăша тĕрлĕ енчен çавăрттараççĕ. Егора икĕ-виçĕ çемье те усрава илсе кайса пăхнă, анчах йĕркесĕррипе каялла килсе панă.

– Анне, çав ачанах илмелле пирĕн. Аттене те тĕлĕкре курнă. Вăл пиллет пире. Тепĕр тесен ача пасарти кĕпе мар, суйламастпăр, Турă парать ăна пире, – тенĕ те Дуня çирĕппĕн, амăшĕн чĕри савăнăçпа тулнă.

Тивĕçлĕ документсем пуçтарнă хыççăн Тамарăпа Дуня йывăр характерлĕ ачапа паллашма каяççĕ. Халĕччен курман, мĕнле сăн-питлĕ вăл? Пĕр палламан, курман ачана ăшă кил-çурт, анне ăшши парнелемелле. Çак утăма кашни хĕрарăм та тăваймасть. Ют çынсенчен чи хаклă çынсем пулса тăрайĕç-ши? Йышăнĕ-ши тăлăх ача вĕсене?

– Эсĕ кам? – пулнă Егорăн пĕрремĕш тĕл пулури малтанхи сăмахĕ.

– Эпĕ Тамара аппу, – тенĕ хĕрарăм.

– Эпĕ Дуня аппу, – тенĕ 11 класран вĕренсе тухакан пике.

Çапла интернатран тухса остановкăна утнă çемье. Малтанлăха киле илсе кайса кăтартар, пĕр-пĕрне хăнăхар тенĕ. Арçын ача хăйне тытма пĕлменни тÿрех курăннă.

– Нумай утмалла-и, çитетпĕр-и? – тесе нăйăлтатса пырсах хваттере çитнĕ. Унта пырса кĕрсенех пÿлĕмсене тĕпĕ-йĕрĕпе пăхса çаврăннă Егор, унтан Тамара патне пынă та:

– Эпĕ сана анне тесе чĕнме пуçлатăп, – тенĕ.

Çапла интерната çул хупнă вăл.

Сакăр çулти Егорăн пĕрремĕш класс пĕтерме пĕр уйăх кăна юлнă. Çывăхри шкула вырнаçтарас тесе унта-кунта чупать амăшĕ. Дуня вĕренекен шкулах ярасшăн вăл. Акă шкула каймалли хатĕр-хĕтĕре, тумсене туяннă, виççĕшĕ те шкула утаççĕ. Тамара кĕнекесене портфеле чикнĕ май арçын ачан пĕлĕвĕпе интресленмесĕр чăтайман. Тепĕр уйăхран 1 класс пĕтерекен Егор сас палли те палламасть, çырма пĕлмест… Мĕн тумалла?

– Анне, ăçта сан çирĕп кăмăлу? Вĕрентетпĕр ăна, – каллех хăйĕн çирĕплĕхне кăтартнă Дуня.

Тамарăн тĕлĕнмеллисем пуçланнă кăна-ха. Унăн чăтăмлăхне пит хытă тĕрĕсленĕ Егор.

Çын япалине илме юраманнине куллен ăнлантарсан та пуçне часах чикеймен-ха Егор. Сăмах май каласан, Егорăн ашшĕпе амăшĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ.

Йĕркесĕр тытакан, словарьте çук сăмахсемпе калаçакан ачана самантлăха та хăйсенчен вĕçертмен Тамарăпа Дуня. Кунĕн-çĕрĕн пурнăç саккунĕсене ăса хывтарнă. Чылай япала çисе курман вăл, сĕтел çинчи апат-çимĕçе пытара-пытара хунă…

Çуллахи каникул вăхăтĕнче Егоровсем Курнавăша таврăннă. Ялти шкул директорĕпе калаçнă хыççăн Тамара çăвĕпе Егора шкула хатĕрленĕ. Вулама, шутлама, çырма хăнăхтарнă. Аппăшĕ ăна сăвăсем вĕрентнĕ.

– Анне, ăс-тăнĕ çук мар унăн, кĕске сăвва 15 минутра вĕренет, – хавхаланăвне пытарман аппăшĕ.

Пурнăç йĕркине майĕпен хăнăхтарса пынă Егоровсем ывăлне. Мĕнле кăна ÿкерчĕк пулса иртмен, мĕн кăна курман унран. Сахал мар куççульпе çăвăннă хĕрарăм. Халĕ çав йывăрлăхсем хыçа юлнă тесе шутлаççĕ. Пĕринче çапла çемье хулана кайнă. Лавккана кĕрсен сутуçă вăрă ачана лайăх паллаканскер:

– Егор, эсĕ пит хитре тумланнă-çке. Сана нумайранпа курман, – тесе каланă.

Хулара çуралса ÿснĕ, ашшĕ-амăшĕ ĕçкĕç пулнине кура выçă ÿснĕ Егора хăй пурăннă тăрăхри лавккара ĕçлекенсем вăхăтĕнче лайăх палланă. Мороженнăй çиес килнĕрен сутуçăсенчен ыйтнă вăл, шеллесе пĕрре туянса панă вĕсем, тепре, анчах тăтăшах çитерме çук вĕт.

– Мана халĕ мороженнăй кирлĕ мар. Пирĕн килте пурте пур. Анне тутлă çитерет. Акă манăн анне, – тĕллесе кăтартнă май ыталасах илнĕ вăл Тамарăна.

Кун пек ÿкерчĕке кĕтмен хĕрарăмсен куçĕсем шывланнă. Вĕсем те Егорăн телейĕшĕн савăннă. Тепринче тата интерната кайса килмелли сăлтав сиксе тухнă. Воспитательсем: «Каялла килсе яратăр-и?» – тенĕ вĕсене курсанах. «Çук, хамăрăн ывăла каялла памастпăрах», – тенĕ Тамара. Çак сăмахсене илтсен Егорăн пит-куçĕ пушшех çуталса илнĕ, амăшĕ çумне йăпшăннă.

Унтанпа виçĕ çул иртнĕ. Егора паян палласа илме çук. Амăшĕпе пĕрле ирех физзарядкăран пуçлать. Малтанах хĕл кунĕнче йĕлтĕр çине тăратсан çари-çари кăшкăракан ача ăна та хăнăхса çитнĕ. Хальлĕхе вăл вырăсла кăна пуплет, чăвашла вĕренес кăмăлĕ пуррине пĕлтерет.

Амăшĕпе хĕрĕ Егора хăйсен çемйине илнĕшĕн питĕ хĕпĕртеççĕ. Тамара Вениаминовна ялти пысăк çуртра пĕччен марришĕн, тăлăх ачана çемьене илнĕшĕн савăнать. Ывăл ачана çирĕп те тивĕçлĕ воспитани парас тесе хăйĕнчен килнине чун ыйтнă пек пурнăçлать. Евдокия канмалли кунсенче кăна яла килсе каять. Егора тĕрлĕ парнесемпе савăнтарать. Аппăшĕпе мăнаçланнине пĕлтерет арçын ача.

Шкултан таврăннă Егор амăшĕ патне дневник йăтса пырать. Лайăх паллă илнине кăтартать. Амăшĕ савăнăçне пытармасть. Унтан иккĕшĕ уçăлма тухаççĕ, кил картинче кăштăртатаççĕ. Урамран кĕрсен Егор сĕтел хушшине урок тума ларать.

Пурнăçа, çынсене юратакан çыннăн çеç вăй-халĕ иксĕлми тапать пулĕ. Чун ăшши хĕрпе ывăлне пуç тÿпи таран çитет амăшĕн…

В.СМИРНОВА.

Çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕкре: Евдокия, Тамара, Егор.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code