Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хаçата велосипедпа валеçет

Хаçата велосипедпа валеçет

«Ĕçе — велосипедпа» Пĕтĕм Раççейри акцие районта пурăнакансем ырласа йышăннине тата пысăк хастарлăхпа хутшăннине пĕлетпĕр. Ялти почтальонсенчен нумайăшĕ, çуллахи вăхăтра уйрăмах, ĕçе велосипедпа çÿресси вара унчченех йăлана кĕнĕ.

Лаш Таяпа, Çĕнĕ Пикшик, Атăк Çырми ялĕсенче пурăнакансене хаçат-журнал, çыру-корреспонденци, уйăхсерен пенси укçи валеçекен тата ытти пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекен Зинаида Прохоровна Арефьева çак транспорт хатĕрне уйрăмах кăмăлланăн туйăнать. Çапла пулмасăр, велосипед çине ларса çула тухни, çуран утнипе танлаштарсан, ялтан яла çитес вăхăта чылай перекетлеме, унсăр пуçне, сывлăха çирĕплетме тата почтальонăн йывăр çĕклемне çăмăллатма май парать.

Пĕр улшăнмасăр 15 çул пĕр ĕçре тăрăшакан Зинаида Арефьевăна ял çыннисем хисеплеççĕ, юратаççĕ. Хăй те кашни çынпа пĕр чĕлхе тупнă, çынсен шанăçне çĕнсе илнĕ.

— Çырăнтару вăхăчĕ вĕçленсе пырать, — кăмăлне уçать кашни çын кĕтекен ĕçчен. — Тĕрлĕ изданине, çав шутра «Елчĕк ен» хаçата çырăнтарассипе те, паян-ыран плана пурнăçлатăп.

С.АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code