Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Профессине чун-чĕререн юрататăп»

«Профессине чун-чĕререн юрататăп»

55 çулхи юбилей. Иртнине аса илмелли, малашлăха палăртмалли меллĕ сăлтав. Шăпах çак вăхăтра, тивĕçлĕ канăва тухас умĕнхи куçăм тапхăрĕнче, çын хăйĕн хыçа юлнă кун-çулне тĕпĕ-йĕрĕпе тишкерсе тухать.

– Самана уттипе тан пырас тесе вĕçĕмсĕр васкаса, шав çĕннине шыраса, ĕçе пуçĕпех путса вăхăт иртсе кайнине, сумлă юбилей çитнине сиссе те юлаймарăм, – тет хаçат редакцийĕнче виçĕ теçетке çул ытла тăрăшакан Валентина Кириллова. – Профессине чун-чĕререн юрататăп, çакă пысăк хавхалану кÿрсе, пурнăçăн анлă та тумхахлă сукмакĕ çинче тĕл пулакан йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулăшса тăчĕ, – тет вăл кăмăллăн.

Çапла пулмасăр. Ĕçе кăмăлламасан журналистикăра 35 çула яхăн пĕр улшăнми ĕçлейместĕн те пуль. Çак вăхăтра миçе тĕрлĕ, мĕнле кăна темăпа статья-калав пичетленине шутласа та кăларас çук.

Хам та мĕн çамрăкран сăвă-калав çырма кăмăлланăран шкулта чухне те, студент вăхăтĕнче те Валентина Алексеевнăн «Пурнăçри ÿкерчĕксем» ярăмпа пичетленсе пыракан калавĕсене вуласа хавхаланнине, хатĕр хайлавăмсене пичетлес тĕллевпе «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕн çуртне час-часах килсе çÿренине ас тăватăп-ха. Ăшă сăн-питлĕ, хавас кăмăл-туйăмлă çырусен пайĕн редакторĕ мана яланах хапăл тусах кĕтни, «Татах та çыр,» – тесе ăш пиллĕн ăсатса яни çунатлантаратчĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ шухăшсемпе пуянланма хистетчĕ. Ун чухне малашлăхра пĕрле ĕçлесси пирки пуçра та пулман. Çак 16 çул хушшинче тата та çывăхрах пĕлсе çитрĕм чун-чĕрере çамрăкран ырă йĕр хăварнă журналиста. Яланах пулăшма ăнтăлакан, вăхăтлă та вырăнлă канаш-сĕнÿ пама пултаракан ĕçтеш вăл.

Кÿршĕллĕ Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ялĕнчи Алексей Владимировичпа Христина Николаевна Смирновсен туслă çемйинче çуралса ÿснĕ Валя. Пилĕк ачаран чи асли, кашнинех пăхаканни тата ăса вĕрентекенни, аслă аппа тата çывăх юлташ пулнă вăл. Халĕ те çаплах, пĕр тăвансем кирек мĕнле ĕç пурнăçлас умĕн те унпа канашлаççĕ.

Турă панă талант – статья, очерк, тĕрленчĕк… çырасси пĕчĕкренех вăй илнĕ унра. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем — Ольга Александровна Волкова, Любовь Степановна Иванова вара хĕр ачара çак туртăма аталантарсах пынă. Вĕренекен пиллĕкмĕш класран тăван район хаçачĕпе кăна мар, «Хатĕр пул» журналпа тачă çыхăну тытнă. Çамрăк корреспондента хаçат ĕçченĕсем те аван палланă, унăн пултарулăхне пысăка хурса хакланă. Ахальтен мар ăна 10 класс пĕтерсенех район хаçачĕн – «Октябрь ялавĕ» хаçат редакцине ял хуçалăх пайĕн корреспонденчĕ пулса ĕçлеме чĕнсе илнĕ.

– Мĕнле, вĕренсе пĕлÿ илмесĕрех-и? – тĕлĕннĕ вăл.

– Шăпах хаçатра тăрăшмалли çын эсĕ. Ĕçлеме пуçласанах вĕренме кĕрĕн, – çирĕппĕн, çав вăхăтрах ашшĕ пек ăшшăн каланă ăна хаçат редакторĕ Геннадий Уткин пĕрремĕш командировкăна ăсатса авторучкăпа блокнот тыттарнă май.

– Çулсем иртнĕ май темиçе редакторпа ĕçлеме тиврĕ. Çапах журналистикăна çул уçса панă пĕрремĕш редактор Геннадий Алексеевич Уткин ĕмĕр асăмра юлĕ. Унпа мĕн виличчен туслă çыхăну тытнă. Пĕрремĕш кĕнекесене те вăлах хакларĕ. Шел, нумаях пулмасть пурнăçран уйрăлса кайрĕ, – тет Валентина Алексеевна. Çавăн пекех вăл район хаçатĕнче пĕрле ĕçленĕ аслă юлташсене – тĕп редакторсене А.Тимофеева, А.Карлина, И.Иноходова, Н.Алексеева тав тăвать.

Комсомольски районĕнчи хаçатра тăрăшнă ял хуçалăх пайĕн заведующийĕ Николай Никифоров, çырусен пайне ертсе пынă Зинаида Соловьева пулăшса та хавхалантарса пынине палăртать ĕçтешĕм. Çав çулах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет хĕр, тепĕр 6 çултан унтан ăнăçлă вĕренсе тухса алла диплом илет. Кунта 4 çул ытла ĕçленĕ хыççăн шăпа ăна Елчĕк районне илсе çитерет. «Колхоз ялавĕ» хаçатра ăна обществăпа политика пайĕн корреспондентне лартаççĕ. Тепĕр виçĕ çултан – çырусен пайĕн редакторĕ. Çак должноçра паянхи кунчченех вăй хурать.

Кÿршĕ района ура ярса пуссанах ялсен ячĕсене те, çыннисене те палламанскер, паян унăн çитмен ял юлман, палламан çынни те сахал пулĕ.

Чи кирли – журналиста хăйне лайăх пĕлеççĕ. Чĕрене витермелли статьясене час-часах кун çути кăтартнăран /республикăри хаçат-журналта та пичетлет вăл вĕсене/ юратаççĕ, кăмăллаççĕ ăна вулакансем.

– Хамăн пурнăçăмра тăрăшуллă, ĕçчен, пысăк чунлă лайăх çынсем, килĕштерсе тату пурăнакан çемьесем çинчен сахал мар çырнă. «Эсир ман çинчен çырса кăларсан эпир хунямапа е кинпе пĕр çăвартан пурăнма пуçларăмăр, тавах сире», – тесе пĕрре анчах каламан мана. Çав вăхăтрах «Пурнăçри ÿкерчĕксем» ярăмпа хушаматпа ята, ял ятне палăртмасăр çыннăн шăпине уçса паракан калавсем те нумай пичетленĕ. Пĕрешкел шăпаллă çынсем /эпĕ вĕсем пирки илтмен те/ калаври сăнарсене хăйсем тесе йышăнса кÿреннĕ тĕслĕхсем те сахал мар пулнă. Чăннине калас пулсан, нихăçан та никама та питлес е кÿрентерес, пурăнма вĕрентес тĕллев лартман. Манăн тĕллевĕм – пурнăçра сиксе тухакан ÿкерчĕксене уçса парасси. Çавăнпа та майлă самантпа усă курса манăн паян ăнсăртран кÿрентернĕ вулаканран каçару ыйтас килет, – тет Валентина Алексеевна.

Ĕçтешĕмĕр чылай çул çырнă калавĕсене пухса икĕ кĕнеке кăларчĕ. «Савăнăç куççулĕ», «Сиплев утравĕ» кĕнекесене район халăхĕ хапăлласа йышăнчĕ, юратса вуларĕ, вулать те. Хальхи вăхăтра çыравçă виççĕмĕш кĕнекине кун çути парас тĕллевпе пурăнать.

– Эпĕ ахаль хаçатçă кăна, писатель мар. Кĕнеке кăлармалли шухăша вăхăтĕнче харсăр журналист, хальхи вăхăтра Курнавăшри Иисус Христос Туррăмăр çуралнин ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Анатолий Емельянов протоиерей пачĕ, – аса илет Валентина.

В.Кириллова обществăлла ĕçре те хастар. Елчĕке ĕçлеме килсенех редакципе типографинчи комсомол, профсоюз организацийĕсене ертсе пычĕ. Ытти яваплă çынсемпе пĕрле автомашина кузовĕ çинче районти тĕрлĕ ялта иртекен комсомолецсен, çамрăксен пухăвĕсене, милици, культура работникĕсем тата ытти сфера ĕçченĕсем йĕркелекен рейдсене сахал мар çÿренине ăшшăн аса илет. 30 çула яхăн районти хĕрарăмсен канашĕн хастар членĕ те вăл. Икĕ суйлавра Елчĕк ял тăрăхĕн депутачĕн лавне туртса пычĕ. 2006 çулта Пĕтĕм Раççейри вырăнти хăй тытăмлăхăн Канашĕн обществăлла организацин учредительлĕ съезчĕн делегачĕ пулса Мускаври Колонна залĕнче пулса курчĕ.

Ĕçри ÿсĕмĕсем те çук мар Валентина Алексеевнăн. Республикăри журналистсен хушшинче иртекен тĕрлĕ конкурсăн çĕнтерÿçисен йышĕнче курма пулать ăна. Республикăри Культура, Учитель, Ĕç çыннин çулталăкĕсенче массăллă информаци хатĕрĕсен конкурсĕсенче икĕ хутчен пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсене, Раççей МЧСĕ йĕркелекен «Огненное перо» конкурсра пĕрремĕш степеньлĕ диплома тивĕçнине уйрăммăн палăртса хăварас килет.

Ĕçне кура – хисепĕ. Юбилярăн Хисеп хучĕсем те йышлă. Журналистшăн чи хакли вара – вулакансен ăшă сăмахĕ.

Мăшăрĕпе – Александр Александровичпа икĕ хĕр ÿстернĕ, вĕсене вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă Кирилловсем.

Елена ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Валентина Кириллова.

 

Хаклă ĕçтешĕмĕре – Валентина Алексеевна КИРИЛЛОВĂНА 55 çулхи юбилей ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр. Юман пек çирĕп сывлăх, Атăл шывĕ пек вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Утас çулу тÿпери çут çăлтăрсем пек çутă та такăр пултăр, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтÿсем çитсе пыччăр, кашни çĕнĕ куну савăнăç илсе килтĕр. Турă пиллесе панă çулсем савăнăçпа та телейпе ирччĕр, ĕмĕрÿ вăрăм пултăр, хисеплĕ юлташăмăр.

Икĕ «пиллĕкпе» тăратăн юнашар – пурнăçу сан пултăр шав тату.

Чĕререн сана паян ак саламлар: телейпе çеç çиçтĕр сăн-питÿ.

«Елчĕк ен» хаçат редакцийĕн коллективĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code