Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕмĕт-тĕллев пурри пуçа усма памасть

Ĕмĕт-тĕллев пурри пуçа усма памасть

Республикăра хальхи вăхăтра пенси умĕнхи ÿсĕмри çынсене, уйрăмах штата кĕскетнипе е предприяти хупăннипе ĕçсĕр тăрса юлнисене ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă лару-тăру еплерех-ши? Аслă çулсенчи граждансен ĕç прависене сыхласа хăварассин гарантийĕсем пурнăçланаççĕ-ши?

Редакцие килнĕ шăнкăравран.

Пенсие тухиччен икĕ çул тăрса юлнă граждансем патшалăхăн тĕрлĕ пулăшăвĕпе, çак шута çĕнĕ специальноçа вĕренесси те, квалификацине ÿстересси те кĕрет, тÿлевсĕр усă курма пултараççĕ.

Пенси умĕнхи ÿсĕмри çынсем флористсен, офис-менеджерсен, поварсен, çĕвĕçсен, бухгалтерсен, хуралçăсен, котельнăй операторĕсен, ытти професси курсĕсенче ытларах вĕренеççĕ. Ĕçлев центрĕн ĕçченĕсем кашнинпе уйрăм калаçусем йĕркелесе, компьютер тесчĕсем ирттерсе чуна çывăх специальноçа тупма пулăшаççĕ.

Граждансене хальхи йышши оборудованисем вырнаçтарнă аудиторисенче вĕрентеççĕ, унта суйласа илнĕ профессипе теори пĕлĕвĕ илме те, ăна ĕçре çирĕплетме те условисем çителĕклĕ. Сăмахран, флористсене чечек композицийĕсем хатĕрлеме вĕрентÿ материалĕсемпе туллин тивĕçтереççĕ. Компьютер графикине алла илес текенсем ятарлă программăсемпе тата хăватлă ноутбуксемпе усă кураççĕ. Вĕреннĕ вăхăтра стипенди тÿлеççĕ. Унăн виçи ĕçсĕрлĕх пособийĕпе /850 тенкĕрен кая мар/ танлашать. Вĕренсе пĕтерсен квалификаци шайне çирĕплетекен документсем параççĕ.

Професси пĕлĕвĕ илесси, ĕçе хăнăхасси çын ÿсĕмĕнчен килмест. Чи малтанах ĕмĕт-тĕллев пулмалла. Çакнашкал курссем шăпах çав ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме пулăшаççĕ те. Вĕренсе çĕнĕ профессие алла илни ĕç рынокĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнма пулăшакан шанчăклă меслетсенчен пĕри пулса тăрать. Пенси ÿсĕмĕнчи ĕçсĕр граждансем ахальтен мар çак курссене пысăк хавхаланупа çÿреççĕ. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн кăмăла каякан ĕç тупнă, çавна май пурнăç шайне лайăхлатнă, тупăш пайне пысăклатнă çынсенчен ырă сăмах илтни темрен паха. Программăна пенсие тухас вăхăт çитиччен темиçе çул маларах ĕçсĕр тăрса юлнисем пурте хутшăнма пултараççĕ. Ĕçлев центрĕсен направленийĕпе вĕренÿ ушкăнĕсене çулталăк тăршшĕпех пухаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code