Четверг, Декабрь 13, 2018
Главная > Публикации > Турхансен ячĕ – ĕмĕртен ĕмĕре

Турхансен ячĕ – ĕмĕртен ĕмĕре

Иртнĕ эрнекун Çĕнĕ Пăвари культура çуртне инçетрен килнĕ хăнасем йышлăн пухăнчĕç. Вĕсен йышĕнче – Энтри Турханăн ачисем – Евгений, Вероника тата Маргарита. Сăлтавĕ те курăмлă: Турхан Энтри çуралнăранпа 130 çул çитнĕ.

Хамăр районта кăна мар, республикипех чапа тухнă Турхансене чăвашсем лайăх пĕлме тивĕçлĕ. Якку, Энтрипе Хĕветĕр Турхансем XIX ĕмĕр вĕçнелле çуралнă, йывăр вăхăтра чăваш литературишĕн тăрăшнă поэтсем пулнă. Вĕсем çак çĕр çине ахаль çынсем пулса килменнине хăйсен кун-çулĕпе, сăвă-поэмипе, куçарăвĕпе çирĕплетсе панă.

Турхансен çемйинче 11 ача çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ хутла пĕлмен пулсан та пур ачине те вулама, çырма вĕрентнĕ. Виççĕшĕ паллă сăвăçсем пулса тăнă.

Пĕр тăван Турхансем чăваш поэзине XIX ĕмĕр вĕçĕнчех пырса кĕнĕ. Вĕсем хăйсен хайлавĕсемпе чăвашсем хушшинче часах палăрнă. Поэзире социаллă пысăк ыйтусем хускатас, чăваш хресченĕсен нушаллă пурнăçне сăнласа кăтартас тĕллев лартман. Вĕсен сăввисенче социаллă пурнăç ыйтăвĕсем тĕп вырăн йышăнман. Турхансем ытларах лириксем пулнă, пултарулăхĕ те ытларах лирикăра палăрнă. Ырăпа усал ыйтăвĕсене вĕсем çут çанталăк çинчен çырнă сăввисенче хускатнă.

– Çыравçăшăн чи пысăк хисеп – унăн ĕçĕсене шкул программине кĕртни, – тет чăваш литературин паллă тишкерÿçи, таврапĕлÿçĕ В.Станьял.

Чăннипех те çапла. Ырă çынна ырă ят. Çывăх çыннисене асра тытса, вĕсен ĕçне пысăка хурса Хĕветĕр Турханăн мăнукĕпе Энтри Турханăн ывăлĕ пысăк ĕç пуçарса ячĕç. Пĕлтĕр виçĕ поэт çуралса ÿснĕ ялта вĕсене асăнса «Турхан юпи» палăк çĕклесе лартрĕç.

Сумлă юбилей тĕлне пуçтарăннă тĕл пулура Чăваш Республикинчи çыравçăсен ирĕклĕ пĕрлĕхĕн ертÿçин çумĕ Илле Иванов, «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн яваплă секретарĕ Петр Сидоров, «Тăван Атăл» журнал редакторĕ Лидия Филиппова, хамăр ентеш, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Анисия Игнатьева, паллă композитор тата юрăç, поэт Светлана Асамат, Çĕнĕ Пăван хисеплĕ гражданинĕ Луиза Викторова, Турхан Хĕветĕрĕн тĕпчĕкĕ Давид Турхан ăшшăн аса илчĕç. Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта вĕренекенсем Турхансем çырнă сăвăсене янăратрĕç, хăйсем çырнă хайлавсене вуларĕç. Шкул ачисем пĕр тăван Турхансен ятне, ĕçĕсене асра тытма, вĕсем пек пултаруллă та ятлă çынсем пулма сăмах пачĕç. Энтри Турханăн ачисем ашшĕне хисеп тунăшăн, манманшăн тав турĕç. Чăваш эстрадин паллă юрăçи Роза Степанова уява хăйĕн пултарулăхĕпе илем кÿчĕ.

С.ПАВЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code