Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Калаçтаракан ыйту

Калаçтаракан ыйту

Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва пăхса тухнă, тĕллевсене палăртнă.

Калаçтаракан, пăшăрхантаракан яланхи ыйту вара – коммуналлă хытă каяша пуçтарасси, турттарасси. Хаçатăн иртнĕ юнкунхи номерĕнче çырнăччĕ ĕнтĕ, пирĕн районта ку тĕлĕшпе тендер выляса илнĕ Канашри «Экология» сахал яваплă общество ĕçлет. Хальлĕхе йĕркелÿ саманчĕсемпе çыхăннă çивĕчлĕхсем пур-ха. Ку вăхăтлăха кăна. Çитес номерсенче асăннă организацин ĕç графикĕпе тĕплĕн паллаштарăпăр.

Юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕччен тăван тавралăха, хамăр пурăнакан территорисене тирпей-илем кĕртес уйăхлăх пырать. Ку тĕлĕшпе туса ирттерекен ĕçсем – пурте хамăршăн. Апла пулсан пĕр-ик кунлăх субботникпа кăна çырлахар мар, йăлана кĕнĕ кулленхи çирĕп хăнăху пултăр çакă.

Çĕршывĕпех кĕрхи призыв кампанийĕ пуçланчĕ. Комсомольскипе Елчĕк районĕсене пĕрлештерсе тăракан çар комиссариачĕ ку тĕлĕшпе республикăра лайăххисен йышĕнче. Патриотла воспитани ĕçне туса пырасси те, контракт енĕпе службăна явăçтарасси те, çар вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме ярасси те тивĕçлĕ вырăнта. Çапах та, Леонард Левый палăртнă тăрăх, шухăшлаттараканни те пур призыв ыйтăвĕнче: пулас салтаксен пĕчĕк мар йышĕ чĕре чирĕпе аптăрать! 10-15 çул каярах унашкалли пулманпа пĕрех. Сăлтавĕсене аякра шырама та кирлĕ мар-тăр. Тăтăшах компьютерпа ăшталанни, çуран питĕ сахал утни малашне сывлăх проблемине пушшех те çивĕчлетĕ.

Районта гражданла оборона уйăхлăхĕ пынă май, район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин командăпа штаб тренировки епле иртнине пĕтĕмлетрĕ. Унта хутшăннă кашни авари служби хăйсене тĕрлĕ лару-тăрура пĕр тикĕс ĕçлеме пултарнине çирĕплетнĕ. Оперативлăх, кал-каллăх, тĕплĕх енĕсене мала хунипе лартнă тĕллевсене кăлтăксăр пурнăçлама май килнĕ. Асăннă тапхăрта ĕç коллективĕсенче граждан оборонипе çыхăннă пĕтĕм документацие йĕркене кĕртмелле, шкулсенче эвакуаци вĕренĕвĕсем йĕркелемелле, çăлав службисен ĕçченĕсемпе хăрушсăрлăх урокĕсем ирттермелле…

Район администрацийĕн капиталлă строительство тата коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Николай Петров районта туса ирттерекен юсав ĕçĕсем çинчен чарăнса тăчĕ. Паянхи кун тĕлне Кавалпа Питтĕпел ялĕсем хушшинчи 2 километр та 34 метр çула асфальт сарасси пырать. Подрядчик – Шупашкарти СК «Стройтранс» сахал яваплă общество пĕр çухрăм та 250 метрне сарма ĕлкĕрнĕ. ДПМК «Яльчикское» ООО вара икĕ объекта ĕçе кĕртес тĕллевпе тимлет: Кĕçĕн Пăла урлă Çĕнĕ Пăваран Аслă Шăхальне каçакан 46 метрлă /2 млн та 800 пин тенкĕлĕх/ кĕперĕн йывăç сарăмне улăштарать, Елчĕкри Иванов урамĕнче 900 пин тенкĕлĕх /390 метр/ канализаци пăрăхĕсене хывать.

Леонард Левый районта Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне мĕнле уявлани пирки те чарăнмасăр иртмерĕ. Ырă тĕслĕхшĕн Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче йĕркеленĕ мероприятие палăртрĕ. Кунта çичĕ ялти пĕтĕм ветерана пĕрле пухма май çитернĕ. Уяв сĕтелне паха апат-çимĕçпе туллин хатĕрленĕ. Культура ĕçченĕсен юрри-ташши те шеп. Вырăнти администраци пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен, вĕренÿ учрежденийĕсен, обществăлла организацисен ертÿçисемпе килĕштерсе ĕçленин палли çакă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code