Пятница, 12 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Питомникре – Тутарстан учителĕсем

Питомникре – Тутарстан учителĕсем

Лаш Таяпари акар йыттисен питомникĕ сунарçăсене кăна мар, туристсене те хăй патне илĕртет.

Кунта экскурсие килекенсен йышĕ ÿссех пырать. Хамăр районти, республикăри хăнасем кăна мар, кÿршĕ республикăри туристсем те питомникпа хавхаланса паллашаççĕ. Питомникăн ырă ячĕ инçете саланнă май Лаш Таяпа республикăра ял туризмне аталантаракан центрсенчен пĕри пулса тăчĕ тесен те йăнăш мар.

Хальхинче акар йыттисен питомникĕпе Тутарстанри Пăва хулинчи учительсем паллашнă. Туристсем ятарласа професси уявне паллă тума килнĕ. Вĕсем вырăнти паллă вырăнсемпе, комплекс историйĕпе тĕплĕн паллашнă. Питомник директорĕ Леонид Князев, культура ĕçченĕсем хăнасене тулли кăмăлпа кĕтсе илнĕ. Юрий Кашкăр культорганизатор туристсене хăй çырнă юрăсемпе тыткăнланă. Хăнасем экскурсипе, канупа питĕ кăмăллă юлнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code