Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паллă художникăн пĕр ĕмĕрхи юбилейĕ

Паллă художникăн пĕр ĕмĕрхи юбилейĕ

Чăваш искусствинче паллă йĕр хăварнă çынсенчен пĕри – Николай Овчинников халăх художникĕ çуралнăранпа ыран 100 çул çитет.

Николай Васильевич Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Мĕшĕл ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Василий Федотович, вĕреннĕ çын пулнă, учительте ĕçленĕ. Амăшĕ, Ирина Ивановна, хресчен çемйинчен.

Ултă çул тултарсан ашшĕ Кольăна шкула илсе каять. Ача пуçласа алла букварь тытать, унта çуртсен, лашасен ÿкерчĕкĕсене, чăваш алфавитĕнчи сас паллисене курнипе питĕ хĕпĕртет. Шкул ачи вĕсене хăйĕн тетрачĕ çине ÿкерсе илме пуçлать. Анчах ытла та вăтанчăк пулнипе никама та кăтартмасть.

Пĕррехинче Коля пысăк хут çине В.И.Ленин портретне ÿкерет. Учитель ÿкерчĕке хакласа: «Пирĕн Коля художник иккен, эпир пĕлмен те. Маттур!» – тенĕ. Çак сăмахсем ачана хавхалантарса янă. Вăл хаваспах шкулти стена хаçачĕсене кăларма хутшăннă, плакатсем çырнă…

1934 çулта Н.Овчинников Улатăрти ÿнерпе гравюра шкулне вĕренме кĕрет. Виçĕ çултан Ленинградри ÿнер академине каять, анчах экзамена кая юлать. Паллă художник, И.Репин вĕренекенĕ Н.Бродский ректор сĕннипе вăл çĕршыври ÿнер училищи пĕтерсе килнĕ ытти ачасемпе пĕрле конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнать. Ĕçĕсене тишкернĕ хыççăн Николая Овчинникова хатĕрленÿ курсне йышăнаççĕ. Тепĕр икĕ çултан Николай Васильевич живопись факультечĕн студенчĕ пулса тăрать, анчах вĕренме май килмест – Хĕрлĕ çара илеççĕ. Присяга хыççăн вăл политрук çумĕ пулса тăрать, водитель правине илет.

1939-1940 çулсенче Николай Овчинников Финлянди вăрçине хутшăнать, Карели перешеекĕнче /икĕ шыв хушшинчи типĕ çĕр тăрăхĕ/ пулнă. 1941-1945 çулсенче вăл – Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче. Хĕвелтухăç фронтĕнче çапăçнă. Ленинграда хÿтĕленĕ, Тихвин çывăхĕнче аманнă. Май килсенех алла кăранташ, киçтĕк тытнă, çарти юлташĕсен портречĕсене ÿкернĕ. Челябинск хулине танксем илме кайсан Николай Васильевич хăйĕн ĕçĕсене облаçри куравра кăтартнă. 1944 çулта ăна СССР художникĕсен пĕрлĕхне илнĕ. 1945 çулта çартан таврăнсан, кăкăр тулли орден-медальлĕ салтак И.Репин ячĕллĕ институтра вĕреннĕ. Сталин стипендине тивĕçнĕ.

1951 çулхи июнь уйăхĕнче Николай Овчинников «Чăваш халăх элчисем В.И.Ленин патĕнче Кремльте. Чăваш автономине туса хуни çинчен калакан декрета пани» картинăпа диплом ĕçне хÿтĕленĕ. 1951-1954 çулсенче Николай Васильевич аспирантурăра вĕренет. Диссертаци хÿтĕлет. Кайран «Пĕрремĕш», «Атăл-Дон каналĕ», «Ял лавккинче» картинăсене, çавăн пекех портретсене, пейзажсене, этюдсене СССР Ÿнер академийĕн Ăслăлăхпа тĕпчев музейĕнче курава тăратнă.

1953-1954 çулсенче Николай Васильевич Ленинградри СССР Ÿнер академийĕнче вĕрентет. Унăн «Мускав» картина эскизĕ Ленинград облаçĕн Октябрьти Революци пулнăранпа 40 çул çитнине халалланă конкурсĕнче пĕрремĕш премие тивĕçнĕ.

1959 çулта вăл Шупашкара пурăнма куçса килет. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ÿнерпе графика факультетĕнче вĕренет. Пултарулăх çинчен те манмасть. Наци искусствине аталантарнăшăн Николай Овчинников профессор Халăхсен туслăхĕн орденне тивĕçнĕ. Унăн ĕçĕсем Чăваш Енре тата Раççейре 33 музейра, çавăн пекех Америка, Япони, Англи, Франци, Итали музейĕсенче упранаççĕ. Н.Овчинниковăн паллă ĕçĕсем: «Мать», «Первенец», «Воробушки», «Здравствуй, Земля», «Анна Алексеевна – мать космонавта А.Г.Николаева», «Портрет П.П.Хузангая», «И.Н.Ульянов и И.Я.Яковлев в чувашской школе», «Чувашская мадонна», «Навеки вместе», «Моя родина», «Автопортрет» тата ыттисем те.

Л.ЗАЙЦЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Чăваш, РСФСР халăх художникĕ Н.Овчинников.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code