Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва пăхса тухнă.
Канашри «Экология» сахал яваплă общество пирĕн районта коммуналлă хытă каяша пуçтарса турттарассипе ĕçленине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Проблемăсем ку тĕлĕшпе пур-ха. Ял тăрăхĕсенче çирĕп маршрут палăртмалла, кунĕ, вăхăчĕ пирки уçăмлатмалла. Автомашина кашни 100 метрта чарăнаймастех, çавăнпа ялсенче ятарласа хатĕрленĕ 2-3 вырăн пулмалла. Ăна СанПин требованийĕсемпе килĕшÿллĕн профнастилпа е шуç тимĕрпе пÿлмелле, бетон плита вырнаçтармалла.
Шел пулин те, хăш-пĕр ялсенче унта пурăнакансемшĕнех йĕркелекен çĕнĕлĕхе ăнланманни сисĕнет. Калаçу ытларах хак пирки çыхăннă. Ăна район тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсем мар, Чăваш Республикин конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх службин хушăвĕпе çирĕплетнĕ. Апла пулсан пĕрлехи хак пурне те пырса тивет.
Юлашки çулсенче ял уявĕсене ирттерсе палăрăмлă ĕçсем пурнăçласси йăлана кĕчĕ. Иртнĕ шăматкун, акă, Кавалсем яла пырса кĕнĕ çĕре пысăк стела – укăлча юпине вырнаçтарнă. Маларах çакăн пек пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕхсем Елчĕк, Тÿскел, Яманчÿрел, Шăмалак, Аслă Пăла Тимеш ялĕсенче «ÿссе» ларнă.
– Кашни яла пырса кĕнĕ çĕрте пулмалла çакăн пек укăлча юписем. Кăçалах пĕрерĕшĕнче тума тăрăшмалла, – хушса хăварчĕ Леонард Васильевич ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене.
Спорт темине те хускатмасăр хăвармарĕ вăл. Районти тĕп больница командине «Чувашия» телерадиокомпанипе республикăри Сывлăх сыхлавĕн министерстви йĕркеленĕ «Телерадиодесант: сывлăх хумĕ çинче» пĕрлехи акцин финалĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă май саламларĕ, сывă пурнăç йĕркине сарассинче ырă тĕслĕх кăтартнине палăртрĕ. Шурă халатлисем хăйсем пек харпăр хăйĕн сывлăхĕшĕн кашнине спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăнма, яланах активлă хусканура пулма сĕнеççĕ.
Канашлура район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкина демографи лару-тăрăвĕн 9 уйăхри пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Кăçал асăннă тапхăрта районта 80 ача çуралнине регистрациленĕ, ку вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 11 ача сахалтарах. Курнавăш, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсенче 6-5 ача ытларах çут тĕнчене килнĕ пулсан, Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче пĕр «çĕнĕ» пепке сасси те янраман. Ытларах виççĕмĕш ача çуралнă районта – 28 /иртнĕ çул – 23/. Пĕр çемьере улттăмĕш ача кун çути курнă. Палăртнă тапхăрта 257 /241/ çын вилнĕ. Çак йышра – энцефалопати /57/, ватлăх /42/, пуç /32/, чĕре /26/, рак, ÿпке тата пĕвер /16-шар/ чирĕсемпе пурнăçран уйрăлнисем ытларах. 61 /71/ çемье чăмăртаннă пулсан, уйрăлнисен хисепĕ 20-пе /16/ танлашать.
Уйрăлнине регистрацилеме килекенсем хушшинче ЗАГС ĕçченĕсем анкета мелĕпе тĕпчев те ирттереççĕ. Пĕтĕмлетÿ тăрăх пăхсан, ытларах 5 çултан пуçласа 10 çулччен мăшăрланура тăракансем уйрăлнă – 14 мăшăр, 1-5 çул пĕрле пурăннисем – 11.
Тĕрлĕ сăлтавсене пула хушамата, ята е ашшĕ ятне улăштарнисем те пур – 9 /6/.
ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Эдуард Никонов право хуралĕн 9 уйăхри ĕç итогĕсемпе паллаштарчĕ /хаçатăн иртнĕ номерĕнче çырнăччĕ/.
Канашлура çавăн пекех цифра телевиденийĕпе, строительствăпа, тирпей-илемпе, урамсене талăкăн тĕттĕм тапхăрĕсенче çутса тăрассипе çыхăннă ыйтусене те тишкернĕ. Пĕтĕм ĕçе, паллах, вăхăтра пурнăçлани кирлĕ.