Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăхăта тĕллевлĕ ирттернĕ

Вăхăта тĕллевлĕ ирттернĕ

«Победа» хуçалăхри комсомол организацийĕ 400 ытла çамрăка пĕрлештерсе тăнă.

Вĕсен пысăк пайĕ колхозра ĕçленĕ. Çамрăксемшĕн ĕç вырăнĕ пулни вĕсене ялта юлма хистетчĕ. Хуçалăхра 100 ытла автомашинăччĕ. Кашни автомашинăпа шофер тата грузчик /акапа вырма вăхăтĕнче тепĕр хушма грузчик/ тăрăшатчĕç. 80 ытла трактор, трактористпа пĕрле плугарь е прицепщик пулнă. Çапла çамрăксем ĕçе хăнăхса, опыт пухса ÿснĕ. Комсомол секретарĕнче маларах Николай Тарасов, 1975-1980 çулсенче Алексей Петров ĕçленĕ. Çак çулсенче çамрăксемпе нумай тĕрлĕ ĕç туса ирттернĕ. Спорт ăмăртăвĕсем, концертсемпе спектакльсем кашни клубрах иртнĕ. Кÿршĕллĕ «Слава» тата «Гвардеец» колхозсен çамрăкĕсемпе час-часах тĕл пулусем йĕркеленĕ. Çамрăк механизаторсене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансене, дояркăсене хавхалантарасси, итогсене пĕтĕмлетесси – организаци умĕнче тăракан ĕçсенчен пĕр пайĕ пулнă. Партком секретарĕ П.Васильев, колхоз председателĕ А.Евтихеев, унăн çумĕ И.Бакин çамрăксен пуçарăвĕсене хапăлласах йышăнатчĕç. Пур енĕпе те пулăшса пынă колхоз: сцена тата спорт костюмĕсем туяннă, мероприятисене хутшăнма автотранспорт, укçа-тенкĕ уйăрнă. Çав çулсенчи пулăмсене эпĕ хамăн кун кĕнекинче тĕплĕн çырса пытăм.

1975 çулхи февралĕн 17-мĕшĕнче колхозри комсомол организацийĕн пухăвĕ иртрĕ. Кунта секретарь пулма мана суйларĕç. Учет пайĕнче Л.Сапожникова /каярах – О.Диомидова/ тăрăшатчĕ. Тепĕр куннех Елчĕкре малта пыракансен слечĕ иртрĕ, унта пирĕн колхозран 20 ĕçчен хутшăнчĕ. Февралĕн 19-мĕшĕнче республикăри комсомол обкомĕн пленумĕ иртрĕ, унта И.Николаевăпа хутшăнтăмăр. Обком секретарĕ умри тĕллевсене палăртрĕ. Вăл вăхăтра çĕршывĕпех комсомол докуменчĕсене улăштарас тапхăр пуçланмаллаччĕ. Çак ĕçе тивĕçлĕ шайра ирттермеллине асăнчĕ ертÿçĕ. Çав çулхинех тепĕр паллă уява – Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 30 çул çитнине паллă тумаллаччĕ. ВЛКСМ Тĕп комитечĕ производствăра малта пыракан çамрăксене Çĕнтерÿ ялавĕ умĕнче сăн ÿкерттерме йышăнчĕ.

Колхозра малта пыракансене час-часах Шупашкара, Чĕмпĕре е ытти хулана экскурсие, концертсене, спектакльсене илсе çÿресси йăлана кĕнĕччĕ. Хам çырса пынă пулăмсенчен концертсем йĕркеленине, çамрăк мăшăрсене пулăшнине, комсомолецсем каçхи рейдсене хутшăннине, «Молодой коммунист» хаçатран пирĕн патăмăра В.Долгов корреспондент килсе кайнине, Галина Козлова ĕçчене Мускава, Надя Люллинăна Венгрине ĕç опычĕпе паллашма янине, ГТО ăмăртăвĕсем йĕркеленине тата ыттине те асăнмалла. Пурнăçланă ĕçсенче кун таппи, пурнăç юхăмĕ упранса юлнă. Вăхăт малалла шăвать. Ĕнерхине паянхи улăштарать. Комсомол пулнă вăхăта эпир ырăпа аса илетпĕр. Çамрăкăн пушă вăхăтне тĕллевлĕ йĕркелеме май панă вăл. Юлашки вăхăтра çĕршывра çамрăксем çине тимлĕх уйăрни сисĕнме пуçларĕ. Каллех тимуровецсен юхăмĕ пуçланчĕ, ячĕ çеç урăхла – волонтерсем. Ирĕклĕ халăх дружини вăй илсе пырать.

Алексей ПЕТРОВ.
Кушкă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code