ятпа иртнĕ Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче наци тумĕсен виççĕмĕш фестивалĕ.
ЧР Культура министерстви пулăшнипе Чăваш Ен халăхĕсен туслăхĕн çурчĕ йĕркеленĕ уява республикăри паллă модельер-художниксем – ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чăваш наци конгресĕ çумĕнчи Халăх ăстисен ассоциацийĕн ертÿçи Зинаида Воронова, ЧР халăх промыслисен мастерĕ Людмила Балтаева, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Татьяна Петрова, Людмила Шуркина, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Николай Балтаев, çавăн пекех Ольга Голованева тата Юлия Бубнова дизайнерсем хутшăннă. Вĕсем пурнăçланă ĕçсенче, мода фестивальне юрă-ташăпа илемлетме пынă пултарулăх коллективĕсен – халăх инструменчĕсен ансамблĕсен çи-пуçĕсенче те чăваш тумĕн хăйне евĕрлĕхĕ палăрса тăнă.
ЧР культура министрĕн çумĕ Елена Чернова фестивале хутшăнакансене саламланă май, фестиваль модăпа, халăхсен тумĕпе паллаштаракан лапам çеç маррине, ĕмĕртен ĕмĕре куçса пынă йăла-йĕркесен, вун-вун халăх ăстисен ĕç вăрттăнлăхĕн управçи пулнине, эстетика туйăмне ÿстерме пулăшнине, хальхи дизайнер ĕçĕсенче халăхăн авалхи традицийĕсене упранине палăртнă.
Чăваш Енре 128 халăх представителĕ пурăнать. Чылай халăх çынни хăйĕн наци культура автономине, культура центрне чăмăртанă. Фестивале Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зевдет Салахутдинов ертсе пыракан Сăрьелĕнчи «Дуслык» фольклор ансамблĕ те хутшăннă. Вĕсем тутар халăхĕн наци тумĕсене кăтартнă.
Сăрьелсем фестиваль лауреачĕн дипломне тата парнене тивĕçнĕ.
В.АЛЕКСЕЕВА.