Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Налука вăхăтра тÿлер

Налука вăхăтра тÿлер

Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕнче район администрацийĕ çумĕнчи районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайне ÿстерес, ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлес, «ĕç укçине конвертпа» тÿлессине асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртнĕ, ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый ертсе пынă.

Ларăва Раççей Федерацийĕн налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн ертÿçин çумĕ Геннадий Филиппов, Елчĕк район прокурорĕн çумĕ Андрей Афанасьев, Федерацин суд приставĕсен службин Чăваш Республикинчи управленийĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Галина Иванова, районти, ял тăрăхĕнчи уйрăм предпринимательсемпе пĕчĕк тата вăтам предприятисен ертÿçисем, налука вăхăтра тÿлеймен граждансем хутшăннă. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусем налука, бюджет тÿлевĕсене вăхăтлă тÿлессипе тата пуçтарассипе, ĕçченсене ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен кая мар шалупа тивĕçтерессипе çыхăннă. Ларура ытти ыйтăва та тишкернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code