Тухтăр сĕнĕвĕ, пулăшăвĕ кирлĕ самантра та вăхăт çитменнине кура е яланхи хăнăхнă йăлапа – «ыратни хăй тĕллĕн майĕпен иртĕ», – тесе чылай чухне эпир чир-чĕре ура çинчен ирттеретпĕр. Телее, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа телемедицина çинчен саккун вăя кĕнĕренпе пирĕн республика территорийĕнче пурăнакансем тухтăр сĕнÿ-канашне инçетрен йĕркелесе тăракан дистанци мелĕпе илме пултараççĕ.
Росгосстрах страховани учрежденийĕ ирĕклĕ медицина страхованийĕн йĕркипе килĕшÿллĕн дистанци мелĕпе тухтăрсенчен сĕнÿ-канаш илме сĕнет. Пулăшу ĕçĕсен йĕрки ансат: йышăнăва компани сайчĕ е «РГС Телемед» ятарлă мобильлĕ хушăм урлă çырăнма пулать. Çак тĕллевпе харпăр хăй кабинетне /личный кабинет/ кĕмелле, «терапевт» кнопка çине пусмалла, меллĕ çыхăнупа /видео, аудио, переписка/ тухтăра пĕлтернине кĕтсе илмелле. Терапевт тухтăр е педиатр онлайн режимĕпе дежурство ирттерет.
Телемедицинăн лайăх енĕсене вăраха кайнă чирсемпе – гипертони, ишеми чирĕпе, сахăр диабечĕ тата ытти чирсемпе асапланакансем уйрăмах хаклама тивĕçлĕ. Мĕншĕн тесен статистика кăтартăвĕсене тишкерес пулсан та, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене иккĕмĕш хут пулăшу ыйтса пыракансенчен ытларахăшĕ те пĕр чирпе чирлекенсем. Телемедицинăн пулăшăвне пула çак ушкăнри чирсемпе чирлекенсене сиплев учрежденийĕсене васкавлăн вырнаçтарасси 20 процент чакнă, çынсем те 45 процент сахалрах вилнĕ.
Çаксем пирки тата тĕплĕнрех Росгосстрах специалисчĕсенчен ыйтса пĕлме пулать.