Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бриллиант туя кĕтсе илеççĕ

Бриллиант туя кĕтсе илеççĕ

60 çул хушши пĕрле утаççĕ пурнăçăн анлă сукмакĕпе Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăнакан Зинаида Моисеевнăпа Петр Андреевич Плотниковсем.

Иккĕшĕ те çак ялтах йышлă çемьесенче çуралса ÿснĕ. Ачалăхĕ те пĕрешкелех пулнă. Вăрçă ачисем вĕсем.

Петр Андреевич тăватă класс пĕтерсенех Ворошилов ячĕпе хисепленсе тăракан колхозра лашапа çÿреме пуçланă. Бригадир мĕнле ĕç хушсан та пурне те тĕплĕн тума тăрăшнă. Аслă Пăла юхан шывĕ çинче ГЭС тунă чухне тăрăшакансем валли шыв турттарса тăнă. Каччă шутне кĕрсе пынă май Петьăн Совет çарне кайма ят тухнă. Виçĕ çул çурă салтак тивĕçне Польша çĕрĕ çинче пурнăçланă вăл. Салтак тумне хывсан колхозра ĕçлеме тытăннă. Ку вăхăтра унпа пĕр класрах вĕреннĕ Зина хитре хĕр пулса çитĕннĕ. Ялти шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн вăл ял çамрăкĕсемпе пĕрле Çĕнĕ Пăва шкулне саккăрмĕш класа çÿреме тытăннă, анчах та çын çинче çÿреме йĕркеллĕ тумтир çукки, çемьери йывăрлăхсем вĕренес ĕмĕте манма хистенĕ. Ĕçлеме пуçтаракан организаци урлă Калинин облаçне торф кăларма тухса кайнă. Икĕ сезон тăрăшнă ют çĕрте пике. Çак хушăра вăл çемйине посылкăсемпе тумтирсем ярса тăнă. Яла таврăнсан Зина колхоз фермине тĕрлĕ ĕç тума вырнаçнă. Унтан ăна сысна çурисем пăхма куçараççĕ. Каярахпа тăрăшулăхне кура сысна самăртас ĕçе шанса параççĕ.

«Ĕçне кура – хисепĕ», – тенĕ халăхра. Зинаидăна икĕ хутчен ВДНХна яраççĕ, чи хаклă парне – патефон парса чыс тăваççĕ. Тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн пĕрре мар Хисеп хучĕсем парса хавхалантарнă ăна.

Унăн çитĕнĕвĕсене курса, илемне ытараймасăр сăнаса тăракан яштака та хитре каччă Петр хĕре арăм тума вăрласа кĕрет. Ашшĕ-амăшĕн çуртĕнче çĕнĕ çемье йĕркеленнине чăваш йăли-йĕркипе паллă тăваççĕ. «Çÿпçипе хупăлчи», – тенĕ ĕлĕкхи çынсем килĕшÿллĕ мăшăра курсан. Петрпа Зинаида çакăн пек мăшăрсен шутне кĕнĕ те. Иккĕшĕ те ир пуçласа каçчен колхозра тăрăшнă. Арçын алла професси илес ĕмĕтпе тракториста вĕренме кайнă. Тăватă çул ытла тракторпа вăй хурсан шофера вĕренме шухăш тытать вăл. Аллине удостоверени илсен колхозра ГАЗ-51 автомашинăпа çÿреме тытăнать. Хуçалăх çĕнĕ бензовоз туянсан ăна Петра шанса параççĕ.

1960 çулта çамрăк мăшăр пĕрремĕш юрату çимĕçне алла илет. Ывăл ачине Юрий ят параççĕ. Плотниковсем çуртне çĕнетес тесе нумай вăй хураççĕ. Пурăна киле кермен пек пÿрт çĕклесе лартаççĕ.

Юратуллă мăшăрăн çемйи хутшăнсах пырать. 1963 çулта Надя кун çути курать. Тепĕр тăватă çултан Люба çуралать. Ку вăхăтра Петр Андреевича ГАЗ-53 автомашина параççĕ. Мĕнле ĕç кăна пурнăçлама тивмен-ши çак автомашинăпа унăн. Пенсие тухиччен юлашки 13 çулне колхозри пилорамăра вăй хурать Петя тете. Çапла вара 45 çул ĕç стажĕ пуçтарать. Вăл «Республикăри чи лайăх механизатор» ята тивĕçнĕ. «Коммунизмла ĕç ударникĕ» паллă тата Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем пур ĕç ветеранĕн.

Мăшăрĕпе юратса, килĕштерсе пурăнни Зина аппана та пурнăçра нумай вăй-хăват парса тăрать. «Победа» колхоз вăйĕпех ялта участок больницине туса хута яраççĕ. Зинаида Моисеевна малтанхи кунсенчен пуçласах унта санитаркăра ĕçлеме тытăнать. Тирпейлĕ, вашават, çепĕç чĕлхеллĕ, нимĕнле ĕçе те тиркемен хĕрарăм коллективра пысăк шанăçа çĕнсе илет. «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçни унăн ĕçне хак паниех. Лайăх арăм, çепĕç анне, ытарайми асанне, кукамай та вăл.

Плотниковсем ачисемпе чăннипех мухтанма пултараççĕ. Юрий ăста водитель. Çемйипе тăван ялтах пурăнать. Мăшăрĕпе виçĕ ача пăхса ÿстернĕ. Питĕ шел, пĕр ывăлĕ çар службинче тăнă чухне вăхăтсăр вилет. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле аслашшĕпе асламăшĕн сывлăхне те нумай хавшатрĕ çак пысăк хуйхă.

Надя педагог. Хăйĕн çемйипе тĕп хуламăрта – Шупашкарта хунав янă. Ашшĕпе амăшне май пур таран пулăшас тĕллевпе час-часах яла килсе çÿрет, ватăсен пурнăçне илем кÿрес тесе чун-чĕререн тăрăшать. Люба – шăл тухтăрĕ. Ял каччипе çемье çавăрса Находка хулинче пурăнать. Мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтернĕ. Ашшĕ-амăшĕ патне 2-3 çулта пĕрре килсе каяççех. Тăван кил ăшшипе киленеççĕ вара. Плотниковсене 5 мăнукпа 2 кĕçĕн мăнукĕ килсе те савăнтараççĕ.

Çак ытарайми мăшăр хăйсен çулне кура мар çамрăк курăнать. 83 çулхи ватăсем тесе калама чĕлхе те çаврăнмасть. Кил-çуртне таса та тирпейлĕ тытаççĕ. Пĕр-пĕрне юратни, хисеплени, ăнланса пурăнни вĕсен пурнăçне сăн кĕртсе тăни куç кĕретех. Ялсенче мăшăрлă вăрăм ĕмĕр пурăнакансем питĕ сахаллăн юлнă. Вĕсем çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

З.ПОРТНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Плотниковсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code