Суббота, 11 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Хаваслăн янăрарĕ пĕрремĕш шăнкăрав…

Хаваслăн янăрарĕ пĕрремĕш шăнкăрав…

Сентябрĕн 2-мĕшĕнче районти 11 шкулта та Пĕлÿ кунне халалланă савăнăçлă линейкăсем иртрĕç. Кăçал партăсем хушшине 1687 ача ларчĕ, вĕсене 176 вĕрентекен ăшшăн кĕтсе илчĕ. Пĕрремĕш хут шкула 160 ача ярса пусрĕ.

Елчĕкри вăтам шкулта хаваслă уяв 9 сехетре пуçланчĕ. Кăçал шкулта 703 ача вĕренĕ, çав шутран 56-шĕ – пĕрремĕш класра.

Уява шкул директорĕ Лариса Васильева уçрĕ. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсене тата ашшĕ-амăшне çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ăшшăн саламларĕ вăл. Вĕренÿре, спортра, ытти тĕрлĕ мероприятире хастар хутшăнса çитĕнÿпе палăрнă ачасем Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. Уява хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Смирнова та вĕрентекенсене пархатарлă ĕçре ăнăçу, ачасене çитĕнÿсем сунчĕç. Ашшĕ-амăшĕ енчен пухăннисене Ольга Мудрецова саламларĕ.

Пĕрремĕш урок Елчĕксемшĕн асăну урокĕ пулчĕ. Ăна вĕрентекенсем 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитес тĕле халалларĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code