Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

50 пинлĕх грант

Шупашкар хули йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине халалланă мероприятисем çинчен хаçат страницисенче сахал мар çутатнăччĕ. Çав шутра Елчĕк районĕн делегацийĕ «Хăнасене тарават Чăваш Ен» фестивале хастар хутшăнни пирки те. Унта «Муниципаллă пĕрлешÿсен чи лайăх презентацийĕ» номинацире палăрнăшăн район тĕп хула мэрийĕн 50 пинлĕх грантне тивĕçнĕ.

Олег Осипова – Президент премийĕ

РФ çут ĕç министрĕ Ольга Васильева чи лайăх педагогсене Президент премийĕ парас пирки хушу кăларнă.

Сумлă премие тивĕçнисен йышĕнче Чăваш Енри тăхăр вĕрентекен те пур. Телейлисен йышĕнче Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти физкультура учителĕ Олег Осипов пурри уйрăмах кăмăла çĕклет.

Аса илтеретпĕр, çак премипе педагогсене 2006 çултанпа хавхалантараççĕ. Хальхи вăхăтра унăн виçи 200 пин тенкĕпе танлашать.

Ватăсене – çĕнĕ автомобиль

«Демографи» наци проектне тĕпе хурса аслă ăрури çынсен пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе районти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центра çĕнĕ автомобиль уйăрса панă.

Çакă ватăсене больницăна илсе кайса хушма медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларма май парать. Пур стандарта та тивĕçтерекен çĕнĕ машинăпа мобильлĕ бригада та çула тухса çÿрĕ.

Çамрăксен урамне юсаççĕ

Кушкă ялĕнчи Çамрăксен урамĕнче хĕрÿ ĕç пырать.

Кунта 720 метрлă çула юсаççĕ. Çак ĕçе «ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă юлташлăх рабочийĕсем пурнăçлаççĕ. Çула юсама республика бюджетĕнчен 380811 тенкĕ, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн бюджетĕнчен 222471 тенкĕ уйăрнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code