Ыран, ноябрĕн 21-мĕшĕнче, хăйĕн пĕтĕм пурнăçне массăллă информаци хатĕрĕсемпе çыхăнтарнă Иван Павлович ИНОХОДОВ çут тĕнчерен уйрăлнăранпа 5 çул çитет.

Иван Иноходов 1945 çулхи майăн 20-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралса ỹснĕ. Вырăнти вăтам шкула, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ. Журналистикăра унăн малтанхи сăвă-калавĕсем çамрăк чухнех кун çути курнă. Тутар çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарать вăл, «Çĕнĕ йăла-йĕркесене — анлă çул» брошюра пичетлесе кăларать. 1965 çулхи мартăн 30-мĕшĕнче «Колхоз ялавĕ» (халĕ — «Елчĕк ен») хаçатра корректорта ĕçлеме пуçланă. Унти (яваплă секретарьсăр пуçне) пĕтĕм должноçа «витĕр» тухнă: литсотрудник, ял хуçалăх пайĕн заведующийĕ, аслă литсотрудник. Совет Çарĕнче (1970-1972) службăра тăнă хыççăн алла каллех калем тытать — аслă литсотрудник. Малалла вырăнти радиовещанин корреспондент-организаторĕ — районти радиовещани дикторĕнче, КПСС райкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн инструкторĕнче, çырусемпе тата обществăлла корреспондентсемпе ĕçлекен пай заведующийĕнче, редактор заместителĕнче, 1996-2004 çулсенче тĕп редакторта тăрăшнă. Фотографи ĕçĕпе те кăсăклану пысăкчĕ унăн. Вăл 10 çул ытла районти кĕнеке юратакансен, редакципе типографин профсоюз организацийĕсене ертсе пынă.
Иван Павлович — «Елчĕк район хаçачĕн кĕске энциклопедийĕ» (икĕ кăларăм), «Çут çанталăк пулăмĕсем» (2014), «Сирĕн ят вилĕмсĕр. Политика репрессийĕсенче шар-терт тỹснисен астăвăм кĕнеки» (2015), «Сулхăн ачисем» (2015), «Кăмпасем» (2015) кĕнекесен авторĕ. 2006 çулта Алексей Разумов-Ралек сăввисене пухса «Чăваш тĕнчи» ятпа уйрăм кĕнекен кăларнă. Вăл сĕннипе Яманчỹрелти паллă ялкор Петр Комиссаров пурăннă çурт çине асăну хăми вырнаçтарнă, редакцире «Ялкорсем — вăрçă ветеранĕсем» сăн ỹкерчĕксен галерейине уçнă. Хисеплĕ çыннăмăр тивĕçлĕ канăва тухсан та хаçатпа çыхăну тытма пăрахман — «Кивĕ сăн ỹкерчĕк» рубрикăна тытса пычĕ.
Иван Иноходова «Ĕç ветеранĕ» медальпе, Чăваш Республикин Пичетпе информаци патшалăх комитечĕн тата культура ĕçченĕсен профсоюз рескомĕн, ЧР Журналистсен союзĕн, КПСС обкомĕпе Чăваш АССР Министрсен Совечĕн, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисемпе, «2002 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне активлă хутшăннăшăн» паллăпа наградăланă, «Чăваш Енĕн хисеплĕ тавра пĕлỹçи» ят панă.
Иван Павловича пĕлнисем ăна лайăх енчен çеç хаклама пултараççĕ. Редакци ĕçченĕсен ырă канашçиччĕ вăл. Сăпайлăскер никампа та, нихăçан та сасă хăпартса калаçса курман-тăр. Çулпа аслă çыннăмăрпа пуплеме те кăмăллăччĕ, хутран-ситрен шỹтлесе те илетчĕ. Унăн çутă сăнарĕ пирте малашне те çаплах упранĕ.
«Елчĕк ен» хаçат
редакцийĕн коллективĕпе пичет ветеранĕсем.

