Понедельник, 23 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Ăшă туйăмпа тулнă каç

Ăшă туйăмпа тулнă каç

Октябрь уйăхĕнче Елчĕкри культура керменĕнче Кивĕ Эйпеçри «Хĕлхем» эстрадăпа фольклор ансамблĕ ыр кăмăллăх концерчĕ йĕркеленĕччĕ. Нумаях пулмасть вара ялти Таса Турă ячĕллĕ виç ипостаçлă чиркĕве çĕклеме пулăшу кỹрес тăсăм Кивĕ Эйпеçре иртрĕ.

Хальхинче патшалăх программипе тĕпрен çĕнетнĕ клуба ял çыннисене Тỹскелĕнчи нумай функциллĕ кану центрĕ çумĕнчи Алина Ермолаевăпа Иван Шурбин ертсе пыракан «Шуçăм», «Тускил» ансамбльсем пухрĕç. Çавăн пекех Кирилл Петровăн çамрăксен «Тарават» ушкăнĕ, хĕрсен «Туслăх» квартечĕ, Вениаминпа Наталия Муллинсем, Татьяна Крылова юрăçсем концерт содержанине палăрмаллах пуянлатрĕç. Сценкăсем те, шỹтсем те пĕлтерĕшлĕ пулчĕç унта.

Вырăнти чиркỹ настоятелĕ Максим атте ыр кăмăллăх ĕçне хутшăнакансене — сцена ăстисемпе куракансене — тав турĕ, пĕрлĕхри пархатарлă ĕçĕн ăнăçлăхне палăртрĕ. Чăн та, мероприятие пуçтарăннисем — кашниех чиркỹ тума хутшăннин утăмĕ. Вĕсен ăш пиллĕхĕпе кăмăл уçăлăхĕ юрă-кĕвĕ тĕнчинче канăç тупнисене те вăй парса, хавхалантарса тăчĕç.

Чуна хумхатаççĕ чăваш юррисем,
Сăвви те кĕвви килĕшсе тăнăран.
Хитрен шăратса юрлакан юрăсем,
Унта чун-чĕре ăшшине хунăран…

Çапла, «Ял йыша хисеп туса» ятпа йĕркеленĕ концерт программи пуçтарăннă çынсен чун-чĕре ăшшипе тулнăн туйăнчĕ çав каç. Тăван çĕршыва, туслăха, аннене халалланă е патриотла хайлав-и — пуринче те çăл куç таппиллĕ шăрану, шăпчăк сассиллĕ янăру. Тулли зал хăй тĕллĕн вĕреннĕ сăвăç-композиторăн Николай Красновăн тата Иван Шурбинăн пурнăç çинчен çырнă юррисене те хапăлласа йышăнчĕ…

Сцена ăстисемпе куракансен пĕрлехи ĕçĕ чиркỹ çĕкленĕвне пулăштăрах.

Н.ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code