Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Елчĕк ен» ĕçре те пулăш

«Елчĕк ен» ĕçре те пулăш

Интернет уçлăхĕ пурнăçра пысăк вырăн йышăннă тапхăрта та районти нумай çын «Елчĕк ен» хаçата тĕп информаци çăл куçĕ тесе шутлать.

Елчĕкре час-часах пулма ерçеймен, тухса çÿреме те май килмен аякри ялсенче пурăнакансем, пушшех, район пурнăçĕнчи кулленхи хыпарсемпе, тĕпрен илсен, район хаçачĕ урлă паллашнине пĕлсе тăратпăр. Эрнере икĕ хутчен – юнкунпа шăматкун тухса тăракан «Елчĕк ене» Яманчÿрелсем те хапăл туса вулаççĕ. Сăн ÿкерчĕкри Мария Рахмуллинăпа Людмила Фадеевăна, Марина Карсаковăна, вырăнти ял хуçалăх предприятийĕн хастарĕсене, хаçатра ял хуçалăх темипе çырнă статья-корреспонденцисем ытларах кăсăклантарнине ăнланма пулать. Мĕншĕн тесен хĕрарăмсем виççĕшĕ те хăйсен пурнăçне ял хуçалăх производствипе çыхăнтарнă. Паллах, вĕсен районти ытти хуçалăхсем мĕнле ĕçленине те пĕлес килет. Вĕсене «Яманчурино» ООО малтисен ретĕнче пулни те савăнтарать. Ял хуçалăх предприятийĕнче выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессин, тыр-пул çитĕнтерессин кăтартăвĕсем кашни çул ÿссе пыраççĕ. Ĕçе тухăçлă йĕркелеме пĕлнине кура тивĕçлĕ шалу алла илме пултарни çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарать.

Ялти библиотекарь – Надежда Обожгеева та яланах ял хуçалăх производствинче вăй хуракансемпе юнашар. Хĕрÿ ĕçрен пушанма вăхăт тупайман çĕр ĕçченĕсене район хыпарĕсемпе уй-хире тухса паллаштарасси уншăн çирĕп йĕркене кĕнĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Надежда Обожгеева библиотекарь хĕрÿ вăхăтра уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама хутшăннă хĕрарăмсене çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарнă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code