Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район аталанăвне тÿпе хываççĕ

Район аталанăвне тÿпе хываççĕ

Районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательство кунĕ иртнĕ. Унта райадминистраци пуçлăхĕ Николай Миллин, унăн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, Чăваш Республикин экономика, промышленность тата суту-илÿ аталанăвĕн министерствин предпринимательство тата ремесла аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Зухра Магомедова, асăннă министерство представителĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, районти предпринимательсем хутшăннă.

Пуçтарăннисен умĕнче чи малтанах Леонард Левый сăмах илнĕ. Вăл районти пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн кăçалхи 9 уйăхри аталанăвĕ çинче чарăнса тăнă. Отчетлă тапхăрта районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн 585 субъектне шута илнĕ, çав шутран 99-шĕ пĕчĕк тата вăтам предприяти, 486-шĕ – уйрăм предпринимательсем. Вĕсенче 1164 çын ĕçлет. Ĕçченсен уйăхри вăтам ĕç укçи 17 пин те 112 тенкĕпе танлашнă. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕчĕк тата вăтам предприятисем тĕп капитала хывнă инвестицисен калăпăшĕ 143,4 миллион тенкĕпе танлашнă. Çак тапхăрта 75 çĕнĕ уйрăм предприниматель регистрациленнĕ, 73 предприниматель ĕçне чарса лартнă, 4 объект /«Пятерочка», «Свежее мясо» лавккасем, «Семена», «Мясной» киосксем/ хута кайнă. 9 уйăхра районта 12 миллион тенкĕлĕх инвестици проекчĕ пурнăçланнă, 10 çĕнĕ ĕç вырăнĕ хута кайнă. Инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртесси малалла та ăнăçлă аталанать.

Отчетлă тапхăрта патшалăх пулăшăвĕпе пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн 7 субъекчĕ усă курнă – республика бюджетĕнчен уйăрнă пулăшу виçи 12900 пин тенкĕпе танлашнă. Пулăшăва тивĕçнисен йышĕнче «Энтепе», «А-Свет» ОООсем, Владимир Портнов, Александр Мясников, Анатолий Петров, Иван Падуев уйрăм предпринимательсем, Николай Светлов хресчен /фермер/ хуçалăхĕ. Предпринимательсем «Чăваш Енĕн чи лайăх предпринимателĕ» конкурса активлă хутшăнаççĕ.

Зухра Магомедова пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна тивекен республика программисем çинче чарăнса тăнă. Чăваш Республикин предпринимательсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйăн аппарачĕн консультанчĕ Татьяна Клементьева предпринимательсен прависемпе ирĕкĕсем, ЧР экономика, промышленность тата суту-илÿ аталанăвĕн министерствин республикăри бизнес-инкубаторĕн «Предпринимательствăна пулăшу паракан центр» уйрăмăн пĕрремĕш категориллĕ эксперчĕ Александра Григорьева предпринимательсене тивекен патшалăх пулăшăвĕ, «Чăваш Республикинчи пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшу паракан агентство» компанин представителĕ Владимир Егоров çăмăллăхлă кредит йĕркисем пирки каласа кăтартнă. Кунтах ытти ыйтусене те тишкернĕ.

Николай Миллин канашлăва пĕтĕмлетнĕ май предпринимательсене конкурссене активлă хутшăнма, район аталанăвне тÿпе хывассинче, производствăн çĕнĕ тĕсĕсене хута ярса ĕç вырăнĕсем йĕркелессинче пуçарусемпе палăрма сĕннĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code