Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Черетлĕ çитĕн

Черетлĕ çитĕн

Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин «ЮНИТЕКС» çарпа патриот центрĕ ирттерекен çамрăк космонавтсен спорт фестивальне кашни çулах пысăк хастарлăхпа хутшăнаççĕ.

Курнавăш шкулĕн «Союз» туслă команди Çĕрпÿ хулинче çак эрнере анчах пулса иртнĕ уявран та хавхалануллă кăмăл-туйăмпа таврăннă. Команда йышĕнчи 8 вĕренекенрен иккĕшĕ – Алексей Григорьевпа Александр Афанасьев /вăл – команда капитанĕ те/ уйрăм ăмăртура пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ, Дипломсене тивĕçнĕ.

Шкулта физика предметне ертсе пыракан Геннадий Васильевич Дмитриев хавхалантарнипе Алексей Лапин, Родион Димитриев, Татьяна Мясникова, Кристина Афанасьева, Ангелина Иванова, Ульяна Петрова вĕренекенсем те спорт фестивальне хутшăнма тĕплĕн хатĕрленнĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Геннадий Дмитриев педагог хăйĕн вĕренекенĕсен – Алексей Григорьевпа Александр Афанасьевăн çитĕнĕвĕсемпе савăнать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code