Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕл кунĕ пысăк тимлĕх ыйтать

Хĕл кунĕ пысăк тимлĕх ыйтать

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура пурнăçра куллен тĕл пулакан çивĕч ыйтусене татса парассипе тĕплĕ калаçу пуçарчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ чи малтанах иртнĕ эрнере Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министрĕ, полицин генерал-майорĕ Сергей Неяскин право йĕркине пăснине асăрхаттарас тĕлĕшпе йĕркелесе ирттернĕ оперативлă штаб ларăвĕнче сÿтсе явнă ыйтусем тавра чарăнса тăчĕ, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем турĕ.

Хальхи вăхăтра республикăри поселоксен, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен, хула округĕсен, полицин участоксенчи пункчĕсен çумĕнче право йĕркине пăснине асăрхаттарас тĕлĕшпе тимлеме тивĕçлĕ 350 яхăн канаш шутланса тăрать. Вĕсем хăйсен тивĕçне туллин пурнăçласа пыраççĕ-и? Оперативлă штаб ларăвĕнче Елчĕк районĕ пирки ÿпкевлĕ сăмах каламан пулин те Николай Миллин вăхăта ырана хăвармасăр ял тăрăхĕсенчи полицин участоксен пункчĕсене çитсе курма, полицин участоксенчи инспекторĕсем учетра тăракан ăнăçсăр çемьесемпе çула çитменнисем, малтан судпа айăпланнă çынсем право йĕркине пăснине асăрхаттарас тĕлĕшпе мĕнле ĕçлесе пынипе паллашма пулчĕ.

Пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн ертÿçин ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Сергей Сардаев кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта кашни çын çирĕп пăхăнма тата пурнăçлама тивĕçлĕ пушартан асăрханмалли йĕркепе паллаштарчĕ. Апла пулин те хăрушă инкек-синкекпе куçа-куçăн тĕл пулма тиветех. Район территорийĕнче кăçал пулса иртнĕ инкексем пирки те аса илмесĕр иртме пулмарĕ. Кăçалхи 10 уйăхри тапхăрта пирĕн районта 16 пушар пулнă. Чи хăрушши – вут-çулăмра 5 çын сарăмсăр вилни. Ку чухне çĕр-çĕр пин тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленни те куçа курăнмасть, мĕншĕн тесен çын пурнăçĕнчен хаклăраххи урăх мĕн пултăр.

Кил-çуртсенчи пушарсем ытларах чухне электричествăпа, йăлара усă куракан тĕрлĕрен приборсемпе асăрханусăр пулнипе, кăмакасемпе усă курмалли йĕркене пăхăнманнипе пулаççĕ. Хĕллехи вăхăтра инкек-синкеке асăрхаттарас тĕлĕшпе тата тĕплĕнрех хатĕрленмелли куç кĕрет. Вырăнсенче – ял тăрăхĕсенче тытса тăракан пушар сÿнтерекен автомашинăсене юсавлă тытасси, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе туллин тивĕçтересси, çапла майпа кирек хăш вăхăтра çитес çĕре чăрмавсăр çитме хатĕрлесе çитересси, автомашинăсене шанчăклă çынсен аллисене шанса парасси тĕп тĕллев пулса тăмалла. Унсăр пуçне, шыв илмелли вырăнсене, шăнса ларма пултарасран асăрханса, лайăх хупламалла.

Пурнăçа çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсем илсе килекен Çĕнĕ çул уявĕнче инкек-синкекпе тĕл пулас мар тесен те пушар хăрушсăрлăхне çирĕп пăхăнмалла. Сергей Сардаев пиротехника япалисемпе, прожекторсемпе, уçă çулăмпа тата çуртасемпе усă курма, лăс туратлă илемлĕ чăрăша мамăк хутăшлă теттесемпе илемлетме юраманни çинчен те хытарсах каларĕ.

Хĕл тапхăрĕ пуçланнă май газ хуçалăхĕнче вăй хуракансен яваплăхĕ те ÿсет. Хальхи вăхăтра вĕсем уйрăм кил-çуртсенчи /районта 6400 абонент шутланать/ хутса ăшăтмалли кăмакасемпе плитасен юсавлăхне тĕрĕслеççĕ, ăнлантару ĕçне йĕркелеççĕ. Елчĕкри газ участокĕн ертÿçи Алевтина Львова та çакăн пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Газ оборудованийĕсемпе усă курнă чухне çирĕп йĕркене пăхăнмалла. Инкек-синкекпе тĕл пулас мар тесен çурта ăшăтакан кăмака чăхăмларĕ пулсан ăна хамăр тĕллĕн пырса тытма юрамасть, газ участокĕнчи специалиста чĕнмелле.

…Кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса республикăра хытă каяшсене турттарса тухассипе çĕнĕ йĕрке вăя кĕнĕренпе, уйрăмах ял çынни умĕнче, татса пама та çăмăлах мар ыйтусем нумай. Çак сăлтавпа хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсенче çине-çинех граждансен пухăвĕсене ирттереççĕ. Пуç тавра капланнă ыйтусене татса парас тесе пухусене «МВК «Экоцентр» ООО специалисчĕсене те явăçтараççĕ. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсенче йăлара усă курнă хытă каяша вăхăтлăха вырнаçтармалли ятарлă площадкăсем тăвасси пирки сăмах пырать. Çак ыйтăва та халăхпа канашласа татса памалла, мĕншĕн тесен вăл укçа-тенкĕпе çыхăннă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май Çĕнĕ çул уявне кĕтсе илме хатĕрленес ыйтăва та хускатрĕ. Район центрĕнчи предприятисемпе организацисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне учрежденисем вырнаçнă çуртсен территорийĕсене уяв сĕмĕ кĕртме хушса каларĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code