Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăхăтра ĕçе кĕртмелле

Вăхăтра ĕçе кĕртмелле

Юлашки çулсенче ялсенчи инфраструктурăна йĕркелеме патшалăх енчен сахал мар проект е программа ĕçлет. Кунта вырăнти пуçлăхсен пуçарулăхĕпе çаврăнăçулăхĕ çеç кирлĕ. Оперативлăхĕ тата.

Ялсенче уйрăмах «Пуçару бюджетне» тĕпе хураççĕ, ку тĕлĕшпе кашни çулах чылай ĕç пурнăçланать. Паллах, кунта пирваях аукционпа çыхăннă мероприятисене тĕплĕ тата срокра туни кирлĕ. Федераци тата республика бюджечĕсенчен уйăракан укçа-тенке вăхăтлă усă кураймарăн пулсан — «касса» илеççĕ, резерв фондне яраççĕ. Кунашкал тĕслĕхсем сахал мар пулнă районсенче.

Асăннă ыйту тавра район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ирттернĕ канашлура та çивĕч калаçу пынă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code