Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра

Пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлăва тĕрлĕ ыйтусене тишкернинчен пуçларĕ.

Тĕп вырăнта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Красноармейскинче муниципалитетсене ертсе пыракансемпе ирттернĕ тĕл пулура çĕкленĕ ыйтусем пулчĕç. Кирек мĕнле строительство е юсав ĕçĕсем контрактпа килĕшÿллĕн пурнăçланса пымалла. Елчĕк шкулĕ умĕнчи стадион-площадкăна Тутарстанри «РегионСтрой» сахал яваплă общество тума пикеннĕ. Анчах пикеннĕ кăна çав /ун пирки маларах та çырнăччĕ/. Графикпа вара тепĕр уйăхран вĕçлемеллеччĕ. Сăмаха çилпе вĕçтерекен подрядчик пулнине кура лавĕ халĕ те çав вырăнтах.

Чăрмавлă çак ÿкерчĕке шута илсе Леонард Васильевич ял тăрăхĕсен тата райадминистрацин хăш-пĕр пай пуçлăхĕсене малашне подрядчиксем контрактсенче палăртнă графика çирĕп пăхăнса ĕçленине контрольлесе тăма хушрĕ.

Коронавирус инфекцийĕпе кĕрешесси те тĕп проблемăсенчен пĕри пулса тăчĕ. Чăваш Енре, çав шутра пирĕн районта та нумай çын сыхлăх мелĕсене пăхăнманни палăрать. Мобильлĕ ушкăнсем рейдсенче çитменлĕхсене кураççĕ-ха, йĕркене пăхăнманнисене сăмахпа асăрхаттараççĕ. Анчах суту-илÿ вырăнĕсенче маскăсăр çÿрекенсене кунашкал «ачашлу» çителĕксĕр – административлă явап тыттарас тĕллевпе протокол çырмалла. Ăнланас теменнисене урăхла епле ăнлантарăн. Ĕçĕн тухăçлăхĕ пулсан çеç усси пулĕ.

Хăрушă чире хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсем те хăйсен пуçарулăхне кăтартма тивĕç. Сăмах май: пандемипе çыхăннă пĕтĕм ыйтăва 122 номерпе шăнкăравласа пĕлме пулать, тÿлевсĕрех. «Хĕрÿ лини» талăкĕпех ĕçлет.

Красноармейскинче нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене те хускатнă. Асăннă темăна районти канашлура райадминистрацин экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи Алена Быкова уçăмлатрĕ.

Йышлă ачасемлĕ çемьесене çĕр парасси çинчен калакан саккуна Чăваш Енре 2011 çулта йышăннă. Çак тапхăртан пуçласа паянччен районта 252 çавнашкал çемьене учета тăратнă, ял тăрăхĕсенче 258 çĕр лаптăкĕ хатĕрленĕ, 234 çемьене тивĕçтернĕ. Ку вăл Реестра илнĕ çемьесен 93 проценчĕпе танлашать. Ытларах чухне çĕр лаптăкĕсене хуçалăх ĕçне йĕркелес тĕллевпе илеççĕ – 88 процент, çурт-йĕр çавăрас шухăшлисем – 11 процент. Кăçал план тăрăх 20 çемьене çĕр памалла пулнă пулсан, 6-шне тивĕçтернĕ. Аслă Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсен администрацийĕсем ыттисенчен ăнăçлăрах ĕçленĕ.

Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче регионта пуçласа Чăваш тĕррин кунне паллă турăмăр. Тĕп тĕллевĕ – наци тĕррине упрасси, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатасси, несĕлсен паха туприне ăруран ăрăва куçарса пырасси. Ăна халалласа ирттернĕ мероприятисемпе районти клуб тата библиотека тытăмĕсен ертÿçисем Марина Демьяновăпа Алина Петрова паллаштарчĕç. Ытларах вĕсене онлайн майпа йĕркеленĕ: «Чăваш тĕррипе илемлетнĕ чÿрече», «Чăваш орнаменчĕ кулинаринче», «Чăваш тĕрри юрăсенче тата сăвăсенче»…

Тĕрлĕ мероприяти йĕркелени аван, апла пулин те наци тĕррин пуласлăхне куратпăр-и районта? Хăй вăхăтĕнче Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче Валентина Вастуловăпа Галина Адюкова 15 çул ачасене чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене вĕрентнĕ. Çулсерен вуншарăн ăс пухнă унта. Халĕ Светлана Прохорова /Курнавăш/, Александр Чернов /Шăмалак/, Вера Галкина /Хăвăлçырма/, Римма Парферьева /искусство шкулĕ/ пултарулăхне палăртма пултаратпăр. Вуншар кружок ĕçлет текен культура çурчĕсенче çакна йĕркелесен тĕлĕнмелле пысăк ĕç пулнă пулĕччĕ. Кашни ял тăрăхĕнче пĕрер пулсан та тем пекехчĕ те…

Канашлура башньăсене юсас, урамсене çутăсемпе тивĕçтерес, предприятисемпе учрежденисен çурчĕсен умĕсене Çĕнĕ çул сăнĕ кĕртес… ыйтусем те пĕлтерĕшлĕ пулчĕç.

Н.МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code