Суббота, Декабрь 15, 2018
Главная > Здравоохранение > Сывлăха хамăрăн упрамалла

Сывлăха хамăрăн упрамалла

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн йышăнăвĕпе 1988 çултанпа декабрĕн 1-мĕшĕнче СПИДа хирĕç кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăваççĕ. Унтанпа чылай çул иртнĕ пулсассăн та çак чире нихăш çĕршыв та çĕнтерме пултараймарĕ. Эпидеми пуçланнăранпа ВИЧ-инфекципе тĕнчери 77,3 миллион çын чирленĕ, 35,4 миллионĕ вилнĕ.

Раççей Федерацийĕнче ВИЧ-инфекцие сарас мар тесе патшалăх тĕрлĕ енлĕ кĕрешет. РФ Правительствин 2016 çулхи октябрĕн 20-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн çак чиртен сыхланмалли патшалăх стратегине çирĕплетнĕ, халăх хушшинче ун пирки тĕплĕнрех ăнлантарса памаллине, çĕнĕ тĕслĕхсем пулмалла маррине, СПИДран вилекенсен йышĕ чакмаллине палăртнă. Çапах та çĕршывра ВИЧ/СПИД сарăласси çивĕч тăрать-ха. 2005-2017 çулсенче ВИЧ-инфекциллĕ çынсен йышĕ ÿссех пынă.

Чăваш Республикинче те чире хирĕç кĕрешсе тĕрлĕ профилактика ĕçĕсем пурнăçланаççĕ, çавна май юлашки çулсенче ăна чакарма май килнĕ. Çапах та лăпланса ларма сăлтав çук. ВИЧ-инфекцие ертнĕ çынсем республикăри кашни районтах пур. Уйрăмах пирĕн районта йышлăн. Çавăн пекех Канаш, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Канаш, Çĕмĕрле, Шăмăршă районĕсенче те ку енĕпе кăтартусем пысăк. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра ВИЧ-инфекциллĕ 2191 çын пурăнать, вăл йышран 28-шĕ – пирĕн районтан.

Вирус ертекенсен йышне тĕп-тĕрĕс палăртма та йывăр. СПИДпа çынсем кăна чирлеççĕ. ВИЧ-инфекци чирлĕ çынран виçĕ мелпе – ар çыхăнăвĕ урлă, юн урлă тата ВИЧ-инфекциллĕ хĕрарăмран чирлĕ ача çуралсан – ернине пурин те пĕлмелле.

Çак хăрушă чиртен сыхланасси хамăртан кăна килет. Чунпа таса пулни, ăнсăртран, пĕлмен çынпа ар çыхăнăвне кĕменни СПИДран сыхласа хăварать.

Паян «Чарăн ВИЧ/СПИД» акци вĕçленет. Эрне тăршшĕнче районти тĕп поликлиникăра уçă алăксен кунĕсем ĕçлерĕç. Кирек кам та, ята палăртмасăр та, ВИЧ-инфекципе чирлипе чирлĕ маррине юн парса тĕрĕсленме пултарать.

Г.УФУКОВА,
районти больницăн тĕп врачăн çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code