Раççейри чи паллă тата сумлă ученăйсенчен, чукун çул рельсĕсене контрольлекен облаçри изобретательсенчен пĕри, техника наукисен докторĕ Анатолий Аркадиевич Марков октябрь уйăхĕнче 70 çул тултарнă.
Анатолий Марков Ĕнел ялĕнче çуралнă. Вăл хăйĕн пурнăçне чукун çул рельсĕсен дефектоскопийĕпе çыхăнтарассине çемьере никам та шутлама пултарайман. Чи çывăхри Горький чукун çул станцийĕ Канаш урлă 60 çухрăмран иртнĕ. Ытти ял ачисем пекех Анатолий шкулта вĕреннĕ, çуллахи каникул вăхăтĕнче колхоз уй-хирĕнче ĕçленĕ, пушă вăхăтра йĕлтĕрпе ярăнма юратнă. Çавăн пекех радиомоделированипе, тĕрлĕ техникăна пухас енĕпе кăсăкланнă.
Вăтам шкул пĕтерсен Анатолий Аркадиевич Ленинграда тухса кайнă, унти Электротехника университетне каçхи уйрăма вĕренме кĕнĕ. Пĕр вăхăтрах «Маяковская» метро станцине тунă çĕрте ĕçленĕ. Метростройра сменăпа ĕçлеме тÿр килнĕрен аслă шкулта вĕренме çăмăл килмен ăна, час-часах занятисене сиктерме тивнĕ. Çавăнпах университета пăрахнă.
Унтан Ĕнел каччи Ленинградри чукун çул транспорчĕн инженерĕсен институтне – электротехника факультетне вĕренме кĕнĕ. Анатолий Марков студент аслă шкулта вĕренÿре те, обществăлла ĕçсенче те палăрнă. Ушкăн старости спортпа та туслашнă. Пĕрремĕш разрядлă спортсмен аслă шкул чысне хÿтĕлесе ытларах çуран, йĕлтĕрпе чупассипе хулари ăмăртусенче пĕрре мар призлă вырăнсем йышăннă. 1974 çулта институт пĕтерсен Анатолий Аркадиевич наукăпа тĕпчев институтне аслă наука сотрудникне вырнаçнă, рельссен дефектоскопине тĕпченĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче вăл икĕ çул ытла Социализмлă Вьетнам Республикинче служба командировкинче пулнă. Красная юхан шыв урлă хывнă чи пысăк «Тханг-лонг» кĕпер тунă çĕрте шăратнă çĕвĕсенчи ультра сасă тата рентген дефектоскопийĕн подразделенине ертсе пынă.
Вьетнамран таврăнсан хăвăрт çÿрекен ультра сасăллă вакун-дефектоскопне йĕркелес ĕçе малалла тăснă. Çав çулсенче Анатолий Аркадиевича Вьетнам Республикин Правительствин наградипе – «Туслăх» медальпе, «СССР изобретателĕ» паллăпа, СССР транспорт строительствин Хисеп грамотипе, СССР ВДНХн медалĕсемпе тата дипломĕсемпе чысланă. Çĕнетÿ тапхăрĕнче çĕршывра чукун çул тытăмĕнче хальхи йышши паха комплектлă тата микропроцессорлă техника кирлĕ пулнă. 1992 çулхи ноябрьте А.Марков «Радиоавионика» ОАОн генеральнăй директорĕпе тĕл пулса хăвăрт çÿрекен вакун-дефектоскоп никĕсĕ çинче НК ультрасасăллă тата магнитлă мелсемпе усă курассине пăхса тухнă, çапла вара пирĕн ентеш тăрăшнипе тĕнчере чи малтан вакунсен ураписене магнитлакан рельссен тытăмне çĕнетнĕ. 2003 çулта «Методология и средства ультразвукового контроля рельсов» темăпа доктор диссертацине хÿтĕленĕ, наукăпа техника комплексне ертсе пынă. Унăн тухăçлă ĕçне пула Раççей чукун çулĕ çинче нумай çĕнĕлĕх ĕçе кĕнĕ.
2004-2011 çулсенче А.Марков Петербурги çыхăну çулĕсен университечĕн «Методы и приборы неразрушающегося контроля» кафедрăн профессорĕнче ĕçленĕ май чукун çул транспорчĕ çинче ĕçлекен инженерсене нумай вĕрентсе хатĕрленĕ. Анатолий Аркадиевичăн 82 патент. Вăл 253 ытла наука ĕçĕсен, пилĕк монографин, 86 публикацин авторĕ. Унăн изобретенийĕсем Раççей журналĕсенче пичетленнĕ. Ĕçри пысăк ÿсĕмсемшĕн панă наградăсем йышлă унăн. Вăл «Хисеплĕ машиностроитель» ята, паллăна, медальсемпе парнесене нумай тивĕçнĕ.
Хальхи вăхăтра Анатолий Марков ăсчах «Радиоавионика» ОАОра генеральнăй конструкторăн çумĕнче тăрăшать, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртес тесе тимлет, чукун çул çинче поездсене çÿреме хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе çĕнĕлĕхсем шухăшласа кăларать. Хăйĕн профессийĕнче ăста специалиста хамăр çĕршывра кăна мар, ют çĕршыври ĕçтешĕсем те лайăх пĕлеççĕ, унран вĕренеççĕ. Çынлăхлă çын пулнипе палăрса тăрать Елчĕк ученăйĕ коллективра.
Е.МАКСИМОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: А.Марков.