Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Çул-йĕр çинче тимлĕ пул!

Çул-йĕр çинче тимлĕ пул!

Çул-йĕр çинче вилнисене асăнмалли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа районта «Хĕрлĕ лента» ятпа акци иртнĕ. Акцие ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн ГИБДД пайĕн инспекторĕ Алексей Сергеев, Елчĕк шкулĕн волонтерĕсем хастар хутшăннă, водительсемпе курнăçса вĕсем руль умĕнчисене çул-йĕр çинче асăрхануллă пулмалли пирки аса илтернĕ.

Шел пулин те, çул-йĕр çинчи инкексен шучĕ чакмасть. Аварисене пула çулсерен пĕр миллион та 300 пине яхăн çын пурнăçран уйрăлать. ДТПсенче инкек тÿсекенсен хушшинче ачасем пулни вара ытла та хăрушă. Кашни кунах Раççей çулĕсем çинче аварие пула 3-4 ача вилет, çак сăлтавпа çулталăкра 1300 ача пурнăçран уйрăлать.

Район территорийĕнче кăçалхи 10 уйăхра 5 ДТП регистрациленĕ, вĕсенче 1 çын /иртнĕ çул – 2/ вилнĕ, 5-шĕ ?26/ аманнă. Айăплисен пысăк пайĕ водительсем.

Пурнăç пирĕншĕн кашнийĕншĕн хаклă. Çавăнпа çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнар. Водительсемпе çуран çÿрекенсен пĕр-пĕрне хисеплемелле: пĕрремĕшсен иккĕмĕшсене çул урлă чăрмавсăр ирттермелле, çуран çÿрекенсен çулăн тепĕр енне палăртнă вырăнсенче анчах каçмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code