И.Я.Яковлева халалланă çулталăка анлăн паллă тăвать кăçал чăваш халăхĕ. Ун çуралнă кунне тăван шкулта – Тĕмерте кĕтсе илме тÿр килчĕ мана. Савăнăçлă ачасем Патриархăмăра аса илсе юрларĕç, сăвăсем каларĕç, унăн калавĕсем тăрăх хатĕрленĕ инсценировкăсемпе паллаштарчĕç. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсемпе анчах мар, ытти учительсемпе те чăвашсен пархатарлă ывăлĕн кăткăс кун-çулĕ, йывăр шăпи тавра калаçу пуçартăмăр ун чухне, нумайччен калаçса лартăмăр. Халăхăмăра çутта кăларнă, ăна ура çине тăратас тесе хăйĕн сывлăхне, пурнăçне парнеленĕ çын çинчен шкулти ачасене тĕплĕн ăнлантарни вĕсене тăван халăхăн пархатарлă çыннисем пирки пĕлме, хамăрăн йăла-йĕркепе паллашса ÿсме май парать.
Ирĕксĕрех эпир вĕреннĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсем аса килчĕç.
Çамрăк профессор
Эпир – И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче вĕренекен пĕрремĕш курс студенчĕсем. Философи, парти историйĕ çинчен лекцисем иртрĕç вĕренÿ çулĕн малтанхи кунĕсенчех. Физмат факультечĕ пысăкчĕ – 330-мĕш аудиторинче харăсах 150 студент вырнаçатчĕ. Анчах та малтанлăха тем пек тăрăшсан та, тем пек тимлесен те çак лекцисене ăнланма йывăрччĕ. Темшĕн. Çавăнпа та пуль хăш-пĕр студент лекцисен вăхăтĕнче калаçма, шавлама пăхатчĕ. Геннадий Никандрович Волков лекци вулама пуçласан лару-тăру йăлтах улшăнчĕ – залра шăна вĕçни те илтĕнме пуçларĕ. «Çут тĕнчере чи япăххи, чи пăсăкли – ачана пĕр хут начар тăвакан. Пĕр хут çеç», – тенĕ хыççăн тăхтав тăватчĕ вăл, яланхиллех хаваслă пичĕ çинче мăнаçлă кулă вылятчĕ. Яланах тĕксĕмрех тĕслĕ костюмпаччĕ хăй /галстук çыхнине астумастăп/, çÿллĕ те кĕрнеклĕччĕ, сарлака пит-куçлăччĕ, хура çÿçĕсене вирелле туратчĕ. Коридорпа пысăк утăмсемпе утса пыни вăл ялан ĕçлĕ çын пулнине çирĕплететчĕ. Тĕл пулакан студентсемпе е преподавательсемпе ăшшăн сывлăх сунатчĕ ырă кăмăллăскер. Ытти преподавательсем пек чăвашла калаçма вăтанман вăл. Института пырса кĕрсен библиотека умĕнчи И.Я.Яковлев бюсчĕ тăратчĕ. Ентешĕмĕр çак шур сухаллă арçын бюсчĕ умĕнче чарăнса чылайччен шухăша кайса тăратчĕ. Çак вырăнта час-час тăракан пĕр арçынпа чĕререн чăвашла калаçнине эпĕ пĕрре анчах мар курнă. Шÿтлетчĕç те, тавлашатчĕç те вĕсем. Арçын дворникра ĕçленине эпĕ каярах пĕлтĕм. Геннадий Никандровичăн, çÿллĕскерĕн, аллине пĕрле пуплекенĕн хулпуççийĕ çине хурса калаçас йăла пурччĕ. Ку хусканăва вăл студентсене ыйтусем панă вăхăтра та пурнăçлатчĕ. Ĕнер çеç ялтан килнĕ пĕрремĕш курс студенчĕсем малтанлăха хăюсăр та шиклĕхлĕ пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Преподаватель аллине пирĕн хулпуççи çине хуни вара пирте хăюлăх, пысăк шанчăк çурататчĕ. Хĕрĕхри чи çамрăк профессор пулнă вăл ун чух республикăри чăваш ăсчахĕсем хушшинче. Кĕçех 1967 çулта чăвашсен этнопедагогикине халалланă темăпа наука докторĕн диссертацине чаплăн, ăнăçуллăн хÿтĕлерĕ вăл. Çап-çамрăклах мĕнле майпа наукăсен докторĕ пулма пултарни комиссинчи ватă профессорсене пĕр тĕлĕнтернĕ, тен, хăшĕсене пăшăрхантарнă, ăмсантарнă, кĕвĕçтернĕ те пуль.Тĕрлĕ кăткăс ыйтусем панă вĕсем çамрăк кандидата. Анчах та хăйĕн ĕçне чунтан юратнă тата парăнса пурăннă çыншăн ыйтусем кăткăс пулман, кашнин хуравне тĕплĕн пĕлнĕ вăл. Чăваш халăхĕн чĕлхине, йăли-йĕркине пĕлнĕ анчах мар, чунпа туйнăскер комисси членĕсене тарăн шухăша янă: «Амăшĕн чĕлхи – халăхăн чи чаплă ăс-хакăлĕ, тÿрĕ шухăшĕ. Хăйĕн ачисене тăван чĕлхерен уйăракан амăшĕ ачисенче тĕп ăс-хакăл, ырă кăмăл çуратаймасть, çак енсене ĕмĕрлĕхе çухатма пулăшать». Чăваш халăхĕшĕн çĕнĕ наука уçăлнине, çакă ытти ăсчахсемшĕн те ĕмĕр ĕçлесе тĕпчемелли вĕçĕ-хĕррисĕр пулăм пулнине çивĕч ăнланса илнĕ вĕсем.
– Ялти шкулта, провинцири педагогика институтĕнче, тата… физматра вĕреннĕ. Ăçтан санра çакăн пек пысăк пĕлÿлĕх? Питĕ тĕлĕнтеретĕн: эпĕ Мускавра çуралнă, çĕршыври чи лайăх аслă шкулта, тĕнчери чи лайăх профессорсем патĕнче вĕреннĕ, – тĕлĕнсе çапла ыйту панă Геннадий Никандровича пĕринче тĕнчипе палăрнă вырăс академикĕ Б.Т.Лихачев ĕçлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче…
Геннадий Волковăн сăмахĕсем кашнинех тарăн шухăша яраççĕ, пурнăç çине урăхларах куçпа пăхма хистеççĕ. «…Пĕр йăх çыннисем, ачасене упрăр. Çĕршывра чи лайăххи – ачасем! Ачасем мĕнле – халăх та çавăн пекех», – тени кашни ашшĕ-амăшĕн ачисене пăхса çитĕнтерес яваплăхне ÿстерет. «Шкулта тăван чĕлхепе чикĕсĕр, вĕçĕ-хĕррисĕр усă курни – ачасене тивĕçлĕ воспитани парса пăхса ÿстернин тĕп палли, çынна юратса хисеплени. Тăван чĕлхе хăй халăхĕн шанчăклă пурнăç вăйĕ пулнисĕр пуçне чăн пурнăçĕ те», – ку афоризмсем пуш сăмахсем пулманнине ăслă та опытлă педагогсем часах тавçăрса илсе вĕсемпе анлăн усă курма пуçлани пысăк çитĕнÿ пулса тăрать паянхи кун чăвашсемшĕн.
Кашни лекцинчех хăйĕн шухăшĕсене И.Я.Яковлев ĕçĕ-хĕлĕ, унăн пурнăçĕнчи паллă утăмĕсем çине таянса çирĕплететчĕ Геннадий Никандрович.
Чĕлхе пĕтсен халăх та пĕтет
Республикăн парти обкомĕпе министрсен канашĕ 1960 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш АССРĕнчи шкулсенче пĕлÿ илекенсене 5-мĕш класран пуçласа вырăсла вĕрентме куçармаллине çирĕплетекен йышăну кăлараççĕ. Питех те пысăк чăрмавсем кăларса тăратать ку йышăну пирĕн тăван чĕлхе умне. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен ятарлă указпа килĕшÿллĕн, республикăри шкулсенчи тĕрлĕ предмет урокĕсенче ачасене чăваш чĕлхипе ăнлантарма чарнă, пур учебника та вырăсла пичетлесе кăларма пуçланă. Чăн та, вырăс чĕлхине пуçламăш классенче çителĕклех алла илсе ĕлкĕреймен вĕренекенсене истори, географи, математика тата ытти наукăсене ăнланма питех те йывăр пулнă. Кунпа пĕрлех вĕрентÿ программинче чăваш чĕлхи урокĕсен шутне палăрмаллах чакарса хунă.
Ачасене вĕренÿре ура хурса пынипе пĕрлех маларах асăннă указ чăвашсен йăли-йĕркине, культура шайне тÿрремĕнех чакарма тытăннă. Çак сиенлĕ йышăнăвăн «таппи» чăваш юррисене юрлассинче те, çĕнĕ юрă-сăвă çырассинче те, фольклор ĕçĕ-хĕлĕнче тата ытти пулăмсене питех те хытă такăнтарса пынă. Сăмахран, çамрăксене çара ăсатнă чухне кашнинчех никрут юлташĕсемпе пуçтарăнса ял тăрăх хĕр тусĕсем парнеленĕ тутăра вĕçтерсе ял-йышпа сывпуллашнă. Анчах та районти çар комиссариачĕн пĕр ларăвĕнче специалистсем çак йăлана пĕтерме «тĕлĕнсе те пăшăрханса» калаçнă хыççăн призывниксене комиссариат умне тутăр вĕçтерсе килме пăрахтарчĕç. Салтака каякан ачана ял хĕрĕ тутăр парнеленĕ, каялла сывă таврăнса тутăрне тавăрса памалла йăла-йĕрке мĕн авалтанах пынă. Чуна çывăх йăлана пăрахма хистени çар тивĕçне чыслăн пурнăçласа килне тепĕр икĕ çултан чипер те сывă таврăнас шанчăка путлантарнă, çамрăксен чĕрине ыраттарнă.
Çак çулсенче хулара троллейбус çинче е ытти транспортра чăвашла калаçакансем çине тĕлĕнсе тата сивлесе пăхма пуçларĕç, институт коридорĕсенче те, аудиторисенче те чăвашла калаçма хăяйман. Чăн та, хăш-пĕр учительсем урокра ачасем лайăх ăнланччăр тесе темăна вырăсларан чăвашла куçарса пама тăрăшатчĕç. Анчах та вĕрентекен «йĕркене пăхăнман» тĕслĕх районти инспекторсем патне çитсен унăн пысăк чăрмавсем пуçланнă.
Раççейри паллă педагогсен, Я.А.Коменский, К.Д.Ушинский И.Я.Яковлев аслă просветитель-демократсен педагогикăри йăли-йĕркине хирĕçленĕ пек те килсе тухнă çакă. Пурте вĕсем уйрăм çынна аталантарассинче тăван чĕлхе чи малти вырăнта пулмаллине, çакăн чух çеç наци пахалăхне çĕклеме май пулнине çирĕплетнĕ. Чăваш ачисене вырăсла вĕрентсе вĕсен культурине çĕклеме хăтланакансем 19-мĕш ĕмĕрте те пулнă. Н.И.Ильминскипе И.Я.Яковлев тата вĕсем пек шухăшлакансем сепаратистсене вырăна лартса хăйсен тытăмне ĕçе кĕртсе сиенлĕ юхăма чарса лартнă.
Пăлхануллă наука сессийĕ
Çак пулăмпа Г.Волков, чăн та, килĕшсе тăрайман. Чĕрипе те, чунĕпе те. 1971 çулхи чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче КПСС Чăваш обкомĕнче çĕнĕ чăваш çырулăхĕ 100 çул тултарнине халалласа наука сессине ирттернĕ. Пĕр ĕмĕр каялла çак кун Иван Яковлевич чăваш алфавитне тăван чĕлхене кĕртнĕ, ун хыççăн чăн чăваш букварĕ пичетленсе тухнă. Геннадий Волков сессинче И.Яковлевăн тăван халăхшăн тунă пархатарлă ĕçĕсене хакласа доклад туса парать: «…Тĕнче историйĕнче çакăн пек хăй халăхне наци шайĕнче çĕкленĕ урăх çын тупма çук, тĕрлĕ кĕпĕрнери чăваш халăхĕн наци культурине çĕклес, вĕсене пĕрлештерес ĕçре тĕлĕнмелле вăйпа ĕçленĕ И.Я.Яковлев. Унăн тăрăшăвĕ сая кайман: хăйĕн аслă тĕллевне тивĕçлипе пурнăçланă. Вăл тăрăшнипе чăваш халăхĕн культурин шайĕ революцичченех ытти нумай халăх ĕмĕтленеймен шая çитет. И.Яковлев – чăваш нацийĕн ашшĕ», – тесе хаклать Патриарха докладчик.
«…Анчах та çак паллă çыннăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне, пире парса хăварнă пуянлăхне наукăра тишкерсе тĕпчес ĕçре чăвашсен паянхи ăсчахĕсем питĕ те сахал ĕç туса ирттернĕ. И.Яковлева ăнлансах çитеймен-ха эпир паянхи кун, кирлĕ пек хак та паман, хăçан ăнланасси те паллă мар, – тенĕ вăл пăшăрханса, шухăшне малалла тăсса, – чунĕпе тата чĕрипе чăваш халăхне парăннă Яковлев вĕрентнине сахал пăхăнатпăр. Хамăр тăван халăха наци шайĕнчен çĕклес енĕпе эпир çителĕклĕ ĕçлеместпĕр. Хамăр халăха ырă тăвас тесен пирĕн Яковлевăн хастарлăхне, малалла мĕнле талпăннине асра тытмалла, унран вĕренмелле. Пултаруллă ĕçре палăрнă чăвашсен паллă ывăлĕсем – П.Хусанкай, С.Элкер, А.Талвир пысăк хака тивĕç. Вĕсенчен вĕренмелли те нумай.
Чăваш халăхĕн наци ăнланулăхĕ аялти шайра тăрать паян: чăвашла сахал тухса калаçатпăр, хулари урам, учреждени, ялти колхоз ячĕсене чăвашла ят пама хăраса тăратпăр, вывескăсене те чăвашла çырмастпăр. Юлашки вăхăтра чăваш поэзин кунĕсем те иртмеççĕ. Çыравçăсен Союзĕн председателĕ пулнă Талвир чăваш литературине çĕршывра кăна мар, чикĕ леш енче çĕклес тĕллевпе сахал мар ĕç пурнăçларĕ. Халĕ ку юхăм сÿннĕ.
…Эпир пурте Яковлев мăнукĕсем, пур енĕпе те ун пек пулмалла, хамăр нацишĕн вăл тăрăшнă пек пирĕн те тăрăшса пурăнмалла. Яковлев патне – малалла», – тесе вĕçлет Геннадий Никандрович хăйĕн докладне.
Институтра лекци вуланă чухне те ученăй конспектпа е кĕнекепе усă курмастчĕ. Доклад тунă чухне те çаплах. Доклада чылай вăхăт иртсен тин /обкомрисем хистенипе/ хут çинче çирĕплетнĕ Геннадий Никандрович /çак архиври текста паянхи кунсенче çеç алла илсе вулама тÿр килчĕ мана/.
Г.Волков доклачĕ хыççăн парти обкомĕн секретарĕ васкавлă пуху ирттерет, унта Волковăн докладне сивлемелли çинчен тухса калаçать. Ун хыççăн çакăн евĕр калаçусене партин республикăри кашни пуçламăш организацийĕнче сÿтсе яваççĕ. Анчах та çакă провокацисĕр пуçне нимĕн ырри патне те илсе çитермен – ăсчах докладне пĕри те курман, вулама та пултарайман. И.А.Андреев филолог, профессор, И.М.Михайлов журналист, П.А.Архипов вĕрентекен, Илпек Микулайĕ çыравçă ентешĕмĕр майлă пулса калаçусем йĕркелеме, ку темăпа çине-çинех çырма пуçлаççĕ. Пурне те вĕсене чăваш нацине, ун чĕлхине, наци йăли-йĕркине аталантарма пăрахни пăшăрхантарнă. Сăмах май, Г.Волков хутне кĕрсе калаçакансем пулни чăваш халăхне чыс кÿнĕ, мĕншĕн тесен ку вăхăт Борис Пастернака «хăваланă» тапхăртинчен те синкерлĕрех пулнă. Ун чух пĕтĕм Мускавĕпе те никам та паллă çыравçăн – Б.Пастернакăн хутне кĕменнине пĕлетпĕр.
Ял хуçалăх институтĕнчи А.К.Ефейкин, М.М.Михайлов профессорсем те докладчик майлă калаçнă, ăна тĕрĕс мар айăпланине палăртса çак лару-тăруран тивĕçлипе тухма сĕннĕ. Акă мĕнле хак парать И.Андреев профессор Г.Волковăн сессинче тухса каланине: «Докладчик пире тăван халăхшăн И.Яковлев пек шанчăклă, парăнса ĕçлеме хистет. Вăл культурăллă наци автономийĕ пирки мар, автономинчи наци культури пирки пăшăрханса калаçрĕ. Ку вăл интернационалла, патриотла калаçу».
«Ку истори манăн пурнăçра йывăртан та йывăр, тÿрлетме çук йывăр суран хăварчĕ. Манăн пурнăçра кăна-ши? …», – тесе аса илнĕ Геннадий Никандрович каярах.
Парти обкомĕнче çак пулăма сÿтсе явма çур çула яхăн материалсем пуçтараççĕ. Пединститут партбюровĕнче Г.Волкова айăплакансен пĕр сивлек сăмахне те ырламан, ун хыççăн пĕтĕм партбюро членĕсене обкома чĕнсе илсе «тăна кĕртнĕ». Анонимкăсем çыра пуçлаççĕ çакăн хыççăн, тата тепĕр «ĕç» пуçлаççĕ.
Ак мĕнле «ĕç». Чылай маларах, çак пулăмччен, Г.Волков кабинетне юсанă. Ĕçленĕ май кабинетри Л.И.Брежнев портретне коридора кăларса хунă. Юсав вĕçленсен кабинетри курăнакан вырăна И.Я.Яковлевăн çĕнĕ портретне те вырнаçтарнă. Çакăншăн тивнĕ те ăна сăмах. «Ку наукăпа ĕçлекен проректорăн, ректорăн, парти обкомĕн членĕн кабинечĕ мар», – тет ентешĕмĕр каярах çакăн пирки. Г.Волков чылай кайран, 80-мĕш çулсенче пулса иртнĕ пăтăрмаха аса илнĕ: «…Пуçлăхăмăр çине эпĕ нихăçан та çÿлтен пăхман. Çакăн евĕр пулăмпа тĕл пулма тивнĕччĕ маларах. Пĕррехинче Эрфуртра /ГДР/ Туслăх çуртĕнче хамăр çĕршыв гражданинĕ, нимĕç хĕрарăмĕпе пĕрлешсе унта пурăнаканскер, Л.Брежнев çинчен хисеплемесĕр анекдот каларĕ. Эпĕ сасартăк сиксе тăрса хыттăн çапла каларăм: «Протестласа – советсен патшалăхĕн аслă ертÿçине лайăх мар сăмахсемпе кÿрентернине кура эпĕ залран тухса каятăп. Хамăр патшалăхăн ытти хăнисене те ман хыççăн тухма ыйтатăп!» Çак йĕксĕк залран тухса кайнă хыççăн çеç конфликт вĕçленчĕ».
Пăтăрмахлă лару-тăру хыççăн И.Яковлев портретне коридора кăларса çакаççĕ, студентсен хушшинче çулсерен иртекен Яковлев вулавĕсене, ун ячĕллĕ стипендисене пĕтереççĕ, Яковлевпа çыхăннă темăсене лекцисемпе семинарсене кĕртмеççĕ, экзаменри билетсенчен кăлараççĕ. Преподавательсене лекцисен вăхăтĕнче ун ятне аса илмелле марри пирки çирĕппĕн асăрхаттараççĕ.
Г.Волкова та хулари «Пĕлÿ» председателĕнчен, институтри ăсчахсен канашĕн йышĕнчен кăлараççĕ /унпа пĕрлех ун хутне кĕнĕ И.Андреев профессора та/. Çавăнпа пĕрлех ĕç укçине чакарнă, статйисене пичетлеме чарнă. Кăштахран ентешĕмĕр Мускава ĕçлеме куçать.
«Кусем вĕсем ман пурнăçри вак-тĕвек пулăмсем анчах. Чи хăрушши – ман аттене, больницăра выртаканскере, ку хыпара илтсен шалкăм тепĕр хут çапса ÿкерни. Урăх ура çине тăраймарĕ вăл. Мăшăрăм пурнăçран уйрăлса кайрĕ – ĕмĕр мана пулăшса пынăскерĕн умĕнче тÿлесе татайми парăмра тăрса юлтăм. Унăн амăшĕ те ун хыççăн ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕ…», – тесе çырать вăл «Пурнăç педагогики» кĕнекинче.
Пурнăç çăмăл пулмасан та пуçа усса ларакан йышши пулман ăсчах, чăрмавсене çĕнтерсе пырса çанă тавăрса малаллах ĕçленĕ. Малтан Мускавра, Германире, каярах Калмăк, Казахстан Республикисенче тата ытти вырăнта. Питĕ шел, хамăрăн 330-мĕш аудиторинче эпир ăна урăх кураймарăмăр. Эпир, студентсем, Геннадий Никандровичпа çыхăннă пăтăрмахсем пирки илтмен те, пĕлмен те вăл вăхăтра.
Мĕншĕн этнопедагогика
– Мĕншĕн этнопедагогика /этнос-халăх/, мĕншĕн халăх педагогики тесе ят памарăн хăвăн ĕçне? – канăçсăрланса ыйту парать доктор диссертацине хатĕрленĕ вăхăтра Г.Волкова вăл вăхăтри сулмаклă профессор М.Я.Сироткин. Анчах та Геннадий Никандрович самай инçетрине курма пултарнă. Хăйĕн ĕçĕсем чăваш халăхĕшĕн кăна мар, ытти халăхшăн та витĕмлĕ пуласса, вĕсене тĕпе хурса вĕренессе туйнă вăл. Унăн наукăлла ĕçĕсем ытти çĕршывра та пысăк хисепре пулнă, этнопедагогикăпа çыхăннă лекцийĕсене чикĕ леш енчи çĕршывсенче те вуланă вăл. Унăн талантлă вĕренекенĕсем каярах аслă ăсчахсемпе паллă педагогсем пулса тăраççĕ. 32 наци халăхĕ хушшинче 300 ытла наука докторĕпе кандидатне хатĕрленĕ Г.Волков академик.
Унăн наградисене асăнса та пĕтереймĕн. Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ, Германинчи И.Гердерăн ылтăн медальне, К.Д.Ушинскин, Н.К.Крупскаян медалĕсене… тивĕçнĕ вăл. Анчах та пирĕншĕн чи пахи – ентешĕмĕр И.Яковлев ĕçне малалла тăсса этнопедагогика никĕсне хывса хăварни. Нимĕнле укçапа та, ылтăн-кĕмĕлпе те улăштараймăн çак пуянлăха.
Паянхи кун пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, çак икĕ чăвашăн – И.Я.Яковлевăн тата унăн ĕçне тăсаканăн Г.Н.Волковăн вĕрентĕвĕсене тĕпе хурса ĕçлесе пыма пĕтĕм услови те пур. Пĕри – 19-мĕш, тепри 20-мĕш ĕмĕрсенче тăван халăх пуласлăхĕшĕн ырми-канми ĕçлесе ирттернĕ. Йывăр та синкерлĕ çулсенче. Вĕсен пархатарлă ĕçĕсем ĕмĕр манăçми.
Анатолий СОЛИН,
Тĕмер.