Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕрхут питĕрĕнни

Çĕрхут питĕрĕнни

Çĕрхут /выльăх хырăмлăхĕн çурхах-çурхахлă пайĕ /книжка/ хырăмлăх хăвăлĕн малти пайĕнче, мăнхырăмлăхăн сылтăм енче вырнаçнă. Унăн лăймака витĕмĕ питĕ нумай пластинкăсенчен, хутламсенчен тăрать.

Ĕне выльăха арпапа, уйрăмах тăпрапа е хăйăрпа вараланнă апатпа нумай вăхăт хушши тăрантарса усрасан унăн çĕрхучĕ питĕрĕнме пултарать. Минераллă тăварсем çитмен чухне выльăх тăпрана кăшлать, вăл çĕрхута нумай пухăнать. Çапла вара унăн варĕ хытма пултарать.

Вĕтетнĕ типĕ апатпа вăрахчен тăрантарса усрасан çĕрхут вăйсăр пĕрĕнме пуçлать, чирлĕ выльăх апат начар çиет, кавлемест, халсăрланать тата унăн хырăмĕ кăштах кÿпĕнет, каяшĕ сахал тухать.

Çĕрхут пластинкисем типсен /некроз/, чирлеттерекен микробсем нумайланса /септицеми/ выльăхăн юн тымарĕ хăвăрт тапма тытăнать, ÿт-пÿ температури ÿсет. Чир хытă аптăратма тытăнсан выльăх вилме те пултарать. Чирлĕ ĕне выльăха шĕвĕ те сĕтеклĕ апатпа е симĕс курăкпа анчах тăрантармалла. Ăна шăпăр курăкĕн тымарне е йĕтĕн вăррине 3-5 литр шывра вĕретсе, 50 грамм карловар тăварне 1-2 литр шывра ирĕлтерсе, шурă чĕмере курăкĕн тымарне 5-10 грамм параççĕ. Йĕтĕн вăррипе шăпăр курăкĕн тымарне шыв лăймакаланиччен вĕретеççĕ.

А.БЫКОВА,
районти ветеринари станцийĕн терапевт тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code