Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пулас салтаксене – ырă çул

Пулас салтаксене – ырă çул

Çĕршывра кĕрхи призыв тапхăрĕ пырать. Октябрĕн 20-мĕшĕнче Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче призыв комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна комисси председателĕ – район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пычĕ.

Ку призывра Елчĕк районĕнчен 15-е яхăн йĕкĕт салтак атти тăхăнĕ. Республикипе илес пулсан ку цифра 1200-пе танлашать.

Çĕршывра иккĕмĕш çул коронавирус чирĕ алхаснă май пур çĕрте те санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне çирĕп пăхăнаççĕ. Инфекцирен сыхланас йĕркене комисси вăхăтĕнче те мала хучĕç. Пулас салтаксемпе ĕçлеме вакцинаци витĕр тухнă специалистсене анчах шаннă.

Призывниксем Шупашкарти кадет шкулĕ пулнă çуртра вырнаçнă сбор пунктне çитес умĕн 5 кун юлсан вырăнти медицина учрежденинче ПЦР-тестне тăваççĕ. Анализсем хатĕр пулсан çамрăка вырăнти призыв пунктĕнчен ятарласа уйăрнă, дезинфекци туса тасатнă автомашинăпа тĕп хулана çитереççĕ. Кунта ăна тепĕр хут коронавирус инфекцийĕ пуррипе çуккине палăртакан васкавлă тест витĕр кăлараççĕ.

ЧР Çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсен уйрăмĕн çар комиссарĕ Сергей Данилов пĕлтернĕ тăрăх, енчен те пулас салтакра вирус пуррине палăртсан, вăл çар ретне сывалнă хыççăн тăрĕ. Прививка пирки калас пулсан, çамрăк ăна вырăнта та тутарма пултарать, е çар чаçне çитсен.

Пирĕн районти призывниксен пĕрремĕш партине Раççей хĕç-пăшалĕн вăйĕсене октябрĕн 31-мĕшĕнче ăсатма палăртаççĕ. Служба срокĕ малтанхи евĕрех пĕр çулталăка тăсăлĕ, кĕрхи призыв декабрĕн 31-мĕшĕччен пырать.

– Çĕршыва хÿтĕлесси таса та сăваплă тивĕç. Елчĕксем çар ретĕнче хăйсене яланах ырă енчен анчах кăтартнă. Эсир те çак тивĕçе чыслăн пурнăçласса шанса тăратпăр, – палăртрĕç комисси членĕсем кашни призывниках ырă çул суннă май.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: призыв комиссийĕн членĕсем призывниксемпе куçа-куçăн калаçрĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code