Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Фермăри хĕл

Фермăри хĕл

Пурнăçне ял хуçалăхĕпе – выльăх-чĕрлĕх пăхас ĕçпе çыхăнтарнă ял çыннин канма та, тунсăхлама та вăхăчĕ çук. Хĕл тапхăрĕнче пысăк ушкăн ĕне выльăха алăран тăрантарнă вăхăтра, пушшех, ферма ĕçченĕн яваплăхĕ пысăк.

Тул çутăлнă çĕре ирхи сăвăм вĕçленет. Çакна асра тытса «Эмметево» ял хуçалăх предприятийĕнчи дояркăсемпе тата ытти выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе килĕсене саланиччен тĕл пулма ĕлкĕрес тесе васкарăмăр.

Раштав уйăхĕнчи çанталăк тÿлек, пит-куçа сивĕ те ытлашшиех чĕпĕтмест, шурă кавирпе витĕннĕ тăван тавралăх илемĕ вара чун-чĕрене ăшăтса аякка-аякка йыхăрать. Ирхинехи ытарайми çут çанталăк илемĕпе киленсе шухăша путнă май Элпуçĕнчи фермăна хăш вăхăтра çитнине сиссе юлма та пулмарĕ. Территорие пырса кĕрекен пысăк тимĕр хапха умĕнче сĕт турттаракан вĕр çĕнĕ автомашинăна асăрхарăмăр.

– Водителĕ – Валерий Захаров, кашни ир тата каç кÿлĕм малтан вăл кунти фермăра сунă сĕте тиесе тухать, ун хыççăнах Çирĕклĕ Шăхальне çитет, – тесе каласа ăнлантарать пирĕнпе пĕрле çула тухнă Галина Краснова тĕп зоотехник.

Ĕлĕк сысна усранă кивелсех çитнĕ вите çĕнĕрен реконструкци тунă хыççăн куç умĕнче палламалла мар тĕселсе улшăннă. Шăп та лăп çулталăк каялла кунта пушмак пăрусене куçарнă. Витене сĕт пăрăхĕ, холодильник вырнаçтарнă. Апата ĕне выльăх умне «Хозяин» агрегатпа валеçеççĕ. Ĕç условийĕсем те лайăх: çăвăнса тасалмалли душ пÿлĕмĕ, туалет, канмалли пÿлĕмре ăшă, хăтлă. Çĕнĕ технологисем вăя кĕнĕрен ĕçе тухăçлă йĕркелемелли майсем тата анлăланнă, çакă производство кăтартăвĕсенче те уççăнах палăрать. Станислав Петров ертсе пыракан Çирĕклĕ Шăхальти ĕне фермин коллективĕ кăçалхи 11 уйăхра пурĕ 12764 центнер /пĕр ĕне пуçне – 6648 килограмм/ сĕт туса илнĕ пулсан, 2990 центнерĕ /24 проценчĕ/ Элпуç ялĕнчи ĕне выльăх пăхакансен тÿпи пулнине çирĕплетрĕ тĕп зоотехник. Çапла майпа Венарий Захаров дояр отчетлă тапхăрта хăйне çирĕплетсе панă ушкăнри кашни ĕнерен 6953 килограмм сĕт сума пултарни – пысăк çитĕнÿ. Арçын ĕне сăвакан пирки сăмах хускатсан нумайăшĕ: «Чун-чĕрипе ĕçе парăннă», – теççĕ. Фермăра ĕçлеме вара шăпах ун пек çынсем – выльăхсен «чĕлхине» ăнланакансем кирлĕ. Нумаях пулмасть унта ĕçлеме пынă Ирина

Мăйракаллă шултăра выльăхсен, çав шутран сăвăнакан ĕнесен ытларах пайĕ Çирĕклĕ Шăхальти витесенче вырнаçнă. Эпир çитнĕ вăхăтра кунти ферма ĕçченĕсем те пурте ĕç вырăнĕнче пулчĕç: Светлана Захарова ветеринар-осеменатор, пăрулаттаракан уйрăмра тимлекен Галина Карчиковăпа Наталия Чернова, «Хозяин» агрегата ĕçлеттерекен Александр Иванов, вăкăрсемпе лашасене пăхакан Петр Никифоров тата ыттисем те.

Елена Алексеева, Людмила Петрова, Светлана Улянкина, Алена Савельева, Ирина Аверьянова дояркăсем иртнĕ çулсенчен тытăнсах хăтлă витере вăй хураççĕ. Вĕсем яланлăх ĕç вырăнĕнче тытăнса тăма май пулнипе кăмăллă.

…Хĕл кунĕсем çирĕп ыйтаççĕ. Çакна асра тытса ял хуçалăх предприятийĕнче кашни çул çителĕклĕ таран пахалăхлă апат хатĕрлесе хăварассине малти вырăна хураççĕ. Фермăри 760 пуç ĕне выльăха хĕл тапхăрĕнче тăрантарма хатĕрленĕ рацион кăçал та тулăх, пуян: утă-улăмпа сенаж, çăнăх – умран юличченех, жомпа, жмыхпа анлăн усă кураççĕ, унсăр пуçне, минераллă, микро-макро элементсемпе пуян апатсенчен те татăлса курман. Ĕне выльăхсен хĕллехи рационне уйрăмах тулăх та пуян йĕркелес тĕлĕшпе Юрий Лапшин директор хăй пысăк тимлĕх уйăрнинчен те тĕлĕнмелли çук. Мĕншĕн тесен Юрий Михайловичăн чунĕ туртнипе суйласа илнĕ чăн профессийĕ те – зоотехник.

Ял хуçалăх предприятийĕнче сăвăнакан ĕнесен кĕтĕвне çĕнетсе /сăвăнакан 100 ĕне пуçне кашни çул 35-40 пушмакран кая мар/ пырасси çирĕп йĕркене кĕнĕ. Пăру илессин кăтартăвĕсем те лайăх. Отчетлă 11 уйăхри тапхăрта 192 сăвăнакан ĕнерен 193 пăру илнĕ. Çĕнĕ технологисемпе усă курса туса илекен чĕр тавар пахалăхĕ пирки те тиркешсе калаçма сăлтав çук. Хальхи вăхăтра «Эмметево» ООО патшалăха сутакан сĕт чи пысăк пахалăха тивĕçет. Унсăр пуçне çу, белок хисепне, сĕтри çăралăх шайне палăртакан виçе те техрегламентпа килĕшÿллĕн ыйтнине туллин тивĕçтерет.

…Ирхи сăвăм тул çутăлнă вăхăт тĕлне вĕçленнĕ пулин те ферма хĕрĕсен кăнтăрлаччен пурнăçласа ĕлкĕрмелли ĕçсем те сахал мар. 11 сехетрен кая юлмасăр фермăна тепĕр хут çитмелле – ĕне выльăхсене хĕвел ăшшипе картишне уçăлтарма кăлармалла.

Светлана АРХИПОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code