Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăрăшуллă ĕçшĕн саламланă

Тăрăшуллă ĕçшĕн саламланă

«Прогресс» хуçалăхра акăнакан пĕтĕмĕшле лаптăк 5025 гектарпа танлашать. Кăçал палăртнă лаптăкăн 2146 гектарĕ çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çитĕнтернĕ.

Акăнакан лаптăк районти хуçалăхсенчен чи пысăкки пулсан та, «Прогресс» вырма ĕçĕсене чи малтан вĕçленисенчен пĕри (пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç кăçал 43,1 центнерпа танлашнă). Çак ятпа хуçалăх ертỹçине Петр Скворцова тата тыр-пула алла илекенсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламласа тăрăшуллă ĕçшĕн тав тунă, малашне те пысăк çитĕнỹсем тума суннă.

Хуçалăхра кĕрхи культурăсене акса-вырса илессипе те ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Иртнĕ çул вĕсене 1004 гектар çинче акса хăварнă. Кăçал вара 1200 гектар çинче акма палăртнă. Паянхи кун тĕлне ку ĕçĕн 52 процентне пурнăçланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code