Урхамахсем тăраç тăпăртатса,
Çилхи вĕçĕсене вĕçтерсе…
Юрăран.
Лаша питĕ сапăрлă выпьăх. Этемлĕх ĕмĕрĕнчи чи юратнă, чи шанчăклă чĕр чун. Тăрантакан, хÿтĕлекен, савăнтаракан… Ун вăйĕпе пурнăçланă ĕç тĕсĕсене асăнса та пĕтереймĕн. Техника тапхăрĕ пуçланиччен трактор вырăннех пулнă мар-и?
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче районти колхозсенчи кашни бригадăрах лаша витисем янаварсен сассипе тулса тăнă. «Рассвет» хуçалăхра, акă, вĕсен шучĕ пĕр бригадăра кăна 45-50 пуçа çитнĕ. Унсăр пуçне ĕне ферминче – 8-10 ут. Ĕççи вăхăтне 11-13 лаша кÿлĕннĕ, ачасем вĕренÿ çулне пуçăниччен утă-улăма пуçтарса тирпейлеме те ĕлкĕрнĕ. Çăварнин тĕп илемне – урхамахсемпе катаччи чупнине манăн-и тата? Халĕ вĕсемсĕрех иртет те – уяв-и вара вăл?
Лашан нушаллă шăпине тишкернĕ май, Патреккел ялĕнче пурăнакан Николай Вершков шухăшне пĕлес терĕмĕр.
– Эй, лашасăр пурнăç пулнă-и? – кăмăлне уçрĕ ĕç ветеранĕ. – Канаша, кÿршĕллĕ Пăвана тырă турттараттăмăр. Тиевĕ те самай тайнă-ха – 5 центнер таранах. Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Чакă текен ял вăрманĕнчен строительство валли пĕренесем кÿрсе килнĕ. Унта çитме 70 çухрăмран кая марччĕ, çавăнпа çĕр выртмаллах кайнă эпир.
Совет саманинче ял хуçалăх производстви пĕтĕмпе тенĕ пек патшалăх енчен контрольте тăнă, плана вăхăтра тата туллин пурнăçламах тивнĕ. Выльăх-чĕрлĕх йышне те, продуктивлăхне те, сутлăхне те чакармалла пулман. Анчах çак «списока» лашасене кĕртменни паллă-ха. Çав вăхăтрах асăннă ĕç-хĕл вĕсем хутшăнмасăр пулман та вĕт. Мăнтарăн выльăхĕ план шутĕнче тăманнипе пулĕ, ыттисем пек тутлăхлă апатне те тивĕçеймен. Патак-пушăтне вара самаях «çинĕ». Кунта та ытти выльăхран уйрăлса тăрать мар-и?
Шупашкарти 62-мĕш шкул завучĕ Людмила Данилова Г.Волков академикпа çыхăннă пĕр мероприятире хăй Якутире пулни çинчен каласа панăччĕ. Уйрăм калаçура лашасем пирки юриех сăмах хускатрăм.
Якутсем утсене питĕ хисеплеççĕ иккен. Пысăк йышпа ирĕкрех çÿрекенскерсене никам та хăваламасть. Урамра тĕл пулсан та çаплах – çынсем хăйсем пăрăнса иртеççĕ. Ирхине çеçен хире тухса каяççĕ те каçа таврăнаççĕ картана. Кĕтÿçсĕрех. Унта хаклă хăнана кумыспа кĕтсе илеççĕ. Лаша ашĕ пĕлтерĕшĕпе пĕрремĕш вырăнта тăрать.
Кĕске тапхăрти – 80-90-мĕш çулсенчи «Колхоз ялавĕ» хаçат страницисене пăхса тухнă май, КПСС райкомĕн пленумĕсенче, партипе хуçалăх активĕн пухăвĕсенче обществăлла выльăх-чĕрлĕх аталанăвĕ çинчен сăмахлани пур-ха, анчах утсем пирки – нимĕн те.
Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, халĕ районта 74 /!/ лаша шутланать, вĕсенчен 10-шĕ хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен тата уйрăм çынсен. «Яманчурино» /21 лаша/, «Комбайн» /15/ хуçалăхсенчи ĕç выльăхĕсен шучĕ чунра кăшт кăна лăпкăлăх хăварать. Ытти производство кооперативĕсенче вара 8-2-шер лаша çеç.
Хăшĕ-пĕри çапла та калĕ: «Утсен хисепĕ чакни техника аталанăвĕпе çыхăннă». Аксиома вырăнне йышăнма пулĕ-ха ку шухăша. Çапах та мотоблок нумайланни лаша «тивĕçне» туллин пурнăçласа пыни çинчен каламасть-ха. Асăрханă-тăр: анкарти пахчисен пысăк пайне нумай çул ÿсекен курăксем йышăннă, дачăсенчи участоксем пăрахăçа тухса пыраççĕ, вĕсене хыт хура «тапăнса» пырать. Район центрĕнчи вун-вун çемье «Прогресс» акционерсен хупă обществи уйăрнă çĕр лаптăкĕсемпе те усă курма пăрахрĕ те…
Районта иртекен Акатуй илемĕ – утсен сĕренĕ. Кÿршĕллĕ районсенчен, Тутарстанран та хутшăнаççĕ унта. Ăмăртун хатĕрленÿ тата йĕркелÿ ĕçĕсене пурнăçлакансенчен пĕри – янаварсене чунтан юратакан, вĕсен «чĕлхине» ăнланакан Çĕнĕ Эйпеçри Александр Осипов. Унăн юратăвĕ сăмах çинче кăна тытăнса тăмасть, вăл хăйĕн кил-хуçалăхĕнче ăмăртусене хутшăнакан сакăр лаша тытать. Çитес çул вара 10-15 пуç йывăр туртакан утсем туянас кăмăллă.
Александр Васильевич пек лаша «чирĕпе» чунтан чирлекенсем пулсан шанăç çуталассăн туйăнать.
…Урхамахсем тăпăртатса тăратчĕç. Мĕн кĕтĕ-ши малашне мĕскĕнсене? Хĕрлĕ Кĕнекере çеç вуласа пĕлмĕпĕр-и вĕсем çинчен?
Николай МАЛЫШКИН.