Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ял хуçалăхĕнче ĕçленисене ÿстереççĕ

Ял хуçалăхĕнче ĕçленисене ÿстереççĕ

Ял хуçалăх производствинче 30 тата ытларах çул ĕçленĕ, хальхи вăхăтра ялта пурăнакан, ĕçлемен пенсионерсене ватлăх пенсийĕн çирĕплетнĕ тÿлевне 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен 25 процент ÿстерме палăртнă.

Малтан шутласа пăхнă тăрăх – Чăваш Республикинче ку хушăма 25 пине яхăн пенсионер тивĕçет. 2019 çулта хушăм виçи 1333 тенкĕ те 55 пуспа танлашĕ е çирĕплетнĕ тÿлевĕн – 5334 тенкĕ те 19 пусăн 25 проценчĕ.

Ял стажĕн хушма тÿлевĕ ватлăхпа тата инвалид пулнипе паракан страховани пенсийĕ илекенсене тивĕçет. Мăшăрĕ вилнĕ хыççăн тăрантарса пурăнакана çухатнăшăн паракан пенси илме пуçланисен ял хуçалăхĕнче 30 çул ытла ĕçленĕ пулсан хăш пенси пысăкраххине пĕлме танлаштарса пăхмалла. Ял хушăмне шута илнĕ ватлăх пенсийĕ пысăкрах тăк тăрантарса пурăнакана çухатнăшăн паракан пенсие пăрахăçлама юрать.

Раççей территорийĕнче 1992 çулччен ĕçленĕ тапхăра ансатлатнă йĕркепе шута илеççĕ: колхозсемпе совхозсенче, машина-трактор станцийĕсенче, колхозсен хушшинчи предприятисенче, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче, ял хуçалăх артелĕсенче мĕн пур должноçра ĕçленĕ çулсене ял хуçалăх стажне кĕртеççĕ.

РФ Пенси фончĕн информаци тытăмĕсенче ял хуçалăхĕнче ĕçленине малтан уйăрман. Республикăра пурăнакансем çак хушăма январĕн 1-мĕшĕнчен илме пултарччăр тесе Пенси фончĕ пур документсем тăрăх кашни пенсионерăн ял хуçалăхĕнчи стажне палăртас тĕлĕшпе ĕçлет. Çулталăк вĕçлениччен ку ĕç-хĕле туса пĕтермелле. Çавăнпа чылайăшĕн заявлени çырмалла мар, документсем тăратмалла мар. Вĕсен пенсине 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕрен шутласа парĕç.

Ĕç стажне çирĕплетекен документсене 2019 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен пырса парсан пенсие 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен шутласа парĕç. 31-мĕшĕ хыççăн çитерсен – заявлени панă хыççăнхи уйăхран пама пуçлĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code