Чăвашстат специалисчĕсем Çĕнĕ çул умĕн иртнĕ ырă вăхăтри йăлана аса илсе апат-çимĕç продукчĕсен тата ытти таварсен хакĕсене «тĕпченĕ».
Уйрăмах хĕрарăмсене савăнтарма тивĕçлĕ парнесен хакĕсене танлаштарар: куç харшине сăрласа илем кÿмелли тушь вăтамран – 299, алла çыхмалли сехет – 1442, çиелтен тир сăрнă сумка – 5722, миксер е блендер 1744 тенкĕ пулнине пĕтĕмлетме пулать.
Çĕнĕ çул тулли уяв сĕтелĕпе – тутлă ĕçме-çиме хатĕрленипе асра юлать. Апла пулсан, апат-çимĕç хакне тишкерер: 1 килограмм шăмăсăр ĕне ашĕ – 471, шăмăсăр сысна ашĕ – 336, лосось пулă – 643, пĕçернĕ кăлпасси – 317, консервланă тата маринадланă пахча çимĕç – 121, хытă тата çемçе сыр — 385, майонез – 171, торт – 351, зефир, пастила – 208, улма-çырла сокĕ /1л/ – 77, газлă напитоксем – 28, виноград /1кг/ – 133, апельсин – 89, груша – 128 тенкĕ.
Çĕнĕ çула мĕнле çи-пуçпа кĕтсе илес ыйту та шухăшлаттарать. Çавна май вĕсен хакĕсем пирки чарăнса тăрсан та ытлашши пулмĕ. Хутăш пусмаран хĕрарăм валли çĕленĕ кĕпе-костюма вăтамран – 2998 тенкĕпе туянма пулать, кил хуçи тата шкул çулĕнчи арçын ача кĕписен хакĕ – 1193 тата 614 тенкĕпе танлашать.