Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уртаракан чир – асăрхануллă пулар

Уртаракан чир – асăрхануллă пулар

Уртаракан чир выльăх-чĕрлĕхшĕн анчах мар, çынсемшĕн те пысăк хăрушлăх кăларса тăратать.

Вăхăтра сипленмесен çын вилме те пултарать. Инфекцие саракансем тискер чĕр чунсем шутланаççĕ.

Юлашки вăхăтра ял таврашĕнче тилĕсене курма пулать. Вĕсем шăпах килсĕр-çуртсăр йытăсемпе кушаксене чирлеттереççĕ. Вируслă чĕр чунсем çынсемпе çывăхрах пулма тăрăшаççĕ, çав вăхăтрах вĕсем тапăнма та пултараççĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра – Йĕпреç, Канаш, Çĕмĕрле, Çĕрпÿ районĕсенче – уртаракан чирпе сиенленнĕ тăватă тилĕпе пĕр кушака тупса палăртнă. Телее, Елчĕк тăрăхĕнче кун пек тĕслĕх пулман, анчах çакă асăрханулăха чакармаллине пĕлтермест. Килти тăватă ураллă тусăмăрсене вăхăтра вакцинаци тутармалли пирки те манмалла мар. Çавăн пекех çынна ăнсăртран пĕр-пĕр ытти чĕр чун çыртсан е ÿте чĕртерсен те çийĕнчех ветеринар патне каймалла.

И.НИКОЛАЕВА,
выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин тĕп тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code