Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Вăхăтра тĕрĕсленĕр

Вăхăтра тĕрĕсленĕр

Паян кăкăр ракĕ анлă сарăлнă шыçă чирĕсен йышне кĕрет. Тĕнчере çулсеренех 1 миллион ытла хĕрарăм хăйĕнче çак патологине тупса палăртать. Çапла вара кашни саккăрмĕш хĕрарăм вилĕм кÿрекен чирпе куçа-куçăн тĕл пулать. Пĕр сăмахпа каласан, ку чир кирек хăш хĕрарăмăн та пулма пултарать. Кăкăр ракĕпе чирлекенсен йышĕ ÿссех пырать. Çав вăхăтрах унпа вилекенсен йышĕ ÿсмест, пачах тепĕр майлă, чакать.

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн центрĕн кăтартăвĕсем тăрăх, юлашки вунă çуллăхра унпа вилекенсен йышĕ 30 процент пĕчĕкленнĕ. Çакă вăл усал шыçăна вăхăтра тупса палăртнинчен, малтанхи тапхăрта профилактика ĕçĕсене пуçланинчен килет.

Чире малтанхи тапхăрта тупса палăртни çыннăн пурнăçне çăлса хăварма май парать. Шел, медицина тĕрлĕ тĕслĕхсенче усал шыçăсем мĕнле пуçланса кайнине татса калаймасть. Çапах та экологин, медицинăн, çавăн пекех социаллă пурнăçри лару-тăрăвăн кăтартăвĕсем тăрăх рака мĕн пуçарса яма пулăшнине пĕлме пулать. Кăкăр ракĕ йăхран йăха куçса пыракан чир йышне кĕрет. Енчен те сирĕн 50 çула çитичченхи çывăх тăванăрсенне усал шыçă тупса палăртнă пулсан, сирĕн те унпа чирлес хăрушлăх пур. Статистика тăрăх, кăкăр çинче шыçă пуласси йăхран пырасси тĕслĕхсен 10 процентĕнчен ытларах. Çакна пĕлни вырăнлă: процентпа илес пулсассăн çак аномалиллĕ ген йăхран йăха куçни 50 процентпах танлашать. Çавăнпа та ракпа чирленĕ тăванăр инçетри хурăнташăр шутланать пулсан чир йăхран куçас хăрушлăх пĕчĕк.

Кăкăр ракĕ 50 çултан иртнисен ытларах тĕл пулать. Хăрушлăх ушкăнне тулли çынсем те кĕреççĕ. Çавăн пекех менструаци 12 çулчченех пуçланнисен те шыçăсем пулас хăрушлăх пур. Енчен те кăкăр çинче пĕчĕк шыçă пулсассăн та çийĕнчех врач патне каймалла, тĕплĕ тĕрĕслев витĕр тухмалла. Хальхи вăхăтри медицина шыçăсем пулассине сирсе яма пултарать.

Хăрушă чир ан çулăхтăр тесен хăвăра тăтăшах тĕрĕслеттерсе тăни, диетăна пăхăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чире малтанхи тапхăрта тупса палăртса диагностика витĕр тухни, ăна вăхăтра сиплени вăл малалла аталанасран сыхлать. Çавăнпа та кашни хĕрарăмăн асра тытмалла: эрех-сăра пачах ĕçмелле мар, пирус туртассинчен пăрăнмалла, хытă пăлханма юрамасть, ытлашши ÿт хушмалла мар, аборт тăвассинчен асăрханмалла, аялти кĕпе-йĕме те пĕлсе туянмалла, спортпа туслашмалла, апатра усăллă апат-çимĕç кăна пулмалла, çамрăк хĕрарăмсен пĕчĕк ачисене кăкăр ĕмĕртмелле.

Юлашки çулсенче ÿсĕме кура кашни хĕрарăм диспансеризаци витĕр тухать. Унсăр пуçне хамăрăн та ÿт-пÿри улшăнусене сăнасах тăмалла. Енчен кăкăр çинче шыçă е шатра тухнине, кăкăр пуçĕ хĕрелсе тăнине, унтан шĕвек тухнине, лимфоузелсем пысăкланнине асăрхасан çийĕнчех тухтăр патне каймалла.

Чир пуçланнин тĕп сăлтавне пĕлеймесен те специалистсем диетăна пăхăнни организмшăн питĕ лайăххине палăртаççĕ. Кăкăр ракĕ пуласран кишĕр, панулми, сухан, купăста, помидор, пăрăç сыхлать. Симĕс чей ĕçни, хура çырла çини те усăллă.

Кăкăр ракне малтанхи тапхăртах тупса палăртмасан вăл малалла ытти органсене сиенлет. Çавăнпа та хĕрарăмсен, нимĕн те ыратмасть пулсассăн та, çулталăкра пĕрре гинеколог, онколог патĕнче пулмалла, вĕсен сĕнÿ-канашĕсене тĕплĕн пурнăçламалла, вăхăтлă маммографи, УЗИ витĕр тухмалла.

И.СМИРНОВА,
районти тĕп больницăри акушер гинеколог.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code