К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче çĕнĕ спектакль – «Чуххăм Ванькка авланать-кай-кай-кай…» ятлă икĕ пайлă камит пырать.
Унăн премьери чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче иртрĕ. Билетсене куракансем малтанах туянса пĕтернĕрен пĕрремĕш хутĕнче те, иккĕмĕшĕнче те ăна кайса курма май килмерĕ. Виççĕмĕшĕнче çеç лекрĕм çĕнĕ спектакле.
Ялта пурăнакан Анфис хăйĕн ывăлне авлантарасшăн. Çакăн хыççăн çеç пĕрле пурăнма чĕнекен ватă хусахпа Курипе пĕрлешесшĕн. Анчах 35 çула çитнĕ Ванькка авланма шутламасть те. Ун вырăнне чап тата укçа ĕçлесе илес тесе айван шухăш-тĕллевсемпе пурăнать. Ялта ăна пурте Чуххăм тесе чĕнеççĕ. Кури Ваньккана авлантарма унпа пĕр çулалли, анчах тахçанах арăмлă, ача-пăчаллă, ĕçке-çике юратакан арçынсемпе каварлашса авлантарма шутлать. Пĕрремĕш хутĕнче те, иккĕмĕшĕнче те арçынсен ĕç тухмасть. Ванькка малтанхи хитре хĕр ытти арçынсемпе çыхланса пурăннине пĕлет иккен, теприне чăпар питлĕ, ачаллă пулнăран тиркет. Виççĕмĕшĕнче арçынсене пурне те «ташлаттарма» пĕлекен хĕр лекет. Ăна пулах каччăпа амăшĕ, юлташĕсем малтанах темĕнле кулăшла самантра та пулаççĕ. Çапах та пурте йĕркене кĕрет, Ваньккăпа Тамара пĕр-пĕрне килĕштерсе пăрахаççĕ.
Спектакль паянхи пурнăçа витĕр сăнлать. Ара, хальхи вăхăтра ялсенче хусах нумай пулнине, чылай арçын кăна мар, хăш-пĕр хĕрарăмсем те эрехпе туслашнине, çынсен кăмăл-сипечĕ улшăннине асăрхамасăр тăраймăн.
Кулăшла самантсемпе, ăшă шÿтсемпе, юрă-ташăпа пуян спектакль-камите Шăмалакра çуралса ÿснĕ Владислав Николаев пьеси тăрăх лартнă.
Николай АЛЕКСЕЕВ.