Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Олимпиадăсен çĕнтерÿçисем

Олимпиадăсен çĕнтерÿçисем

Пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадин муниципалитет тапхăрĕ вĕçленчĕ.

Шкул ачисем хăйсен пĕлĕвне 20 предметпа тĕрĕслерĕç. Олимпиадăна хутшăннă 944 вĕренекенрен 47-шĕ çĕнтерÿçĕ, 59-шĕ призер йышне кĕме пултарчĕ. Рейтинг урлă каçнисем тавра курăмĕ пысăккине уççăн кăтартрĕç. Кăçалхи тупăшура уйрăмах Тамара Павлова /Елчĕк шкулĕ, 9 кл./ палăрчĕ. Вăл 6 предмета лайăх пĕлнине çирĕплетрĕ. Маттур хĕр ача ячĕпе район администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕклерĕç. Çавăн пекех Екатерина Агеева /Елчĕк, 11 кл./, Милана Емельянова /Çĕнĕ Пăва, 8 кл./, Кирилл Чернов /Çирĕклĕ Шăхаль, 11 кл./ 4 предметпа çĕнтерÿçĕ е призер пулса тăчĕç.

Регион шайĕнчи чăваш чĕлхипе тата литературин, тăван ен культурин олимпиадисем те Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта иртрĕç. Унта хутшăннă 104 ачаран Курнавăшри, Кушкăри вăтам шкулсенче вĕренекенсем лайăх кăтартусемпе палăрчĕç.

Л.ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code