Кăрлач сиввисенчен хăрамасăр куллен культура çуртне е библиотекăна репетицине утаççĕ «Мерчен» фольклор ушкăнĕн хĕрĕсем.
– Пирĕн илемлĕх ертÿçи Анатолий Марков дисциплинăна çирĕп пăхăнма хистет, эпир вара юрă-кĕвĕ ытамĕнче хамăра çамрăк чухнехи пек харсăр та вăйлă туятпăр. Юрласан чун та çĕкленет, – теççĕ вĕсем пĕр шухăшлăн.
Кашни ял хăйĕн пултаруллă та патвар çыннисемпе пуян. Шăмалакра пурăнакансем вара вăрман ырлăхĕпе киленме пĕлнĕрен-и, тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн тата харсăрланаççĕ тейĕн, ывăнма пĕлмесĕр хастарлăхпа палăраççĕ. Кунта ĕлĕкхиллех, каланкка хутмалла, урама тухса шыв ăсмалла чухнехи пекех, хĕрарăмсем ир-ирех ура çине тăраççĕ. Сăлтавĕ те паллă: килсерен выльăх-чĕрлĕх усраççĕ…
Кил картине, çуртне пуçтарнă, çемьене вĕри апат пĕçерсе çитернĕ хыççăн хĕрарăмсем хăйсен чун-чĕрине пуянлатас, килте ларса хытса каяс мар тесе куллен икĕ-виçĕ сехетлĕхе юрлама çÿреççĕ, ун хыççăн йĕлтĕр сырса ярăнма та ÿркенмеççĕ. Сывă пурнăç йĕркишĕн çирĕп тăраççĕ кунта. «Мерченсен» янăравлă та уçă калаçăвне итлесен ватлăх часах куçран пăхманнине туйса илетĕн. Хамăртан кăна килет иккен вăл пурнăçа епле саплаштарса йĕркелесе пырасси.
Ялти культура çурчĕн директорĕпе Алевтина Ермаковăпа Ирина Ермакова тирпейлÿçĕ, Венера Усанова библиотекарь ял çыннисем пушă вăхăта усăллă та хаваслă ирттерччĕр тесе тăрăшаççĕ те. Вĕсем йĕркелекен мероприятисене пĕри те тепри хутшăнмасан мĕнех тăвайĕç культработниксем? Ирĕксĕрлесе никама та культура çуртне кăлараймăн. Унта çÿреме çыннăн таçта, шалта пытаннă çаврăнăçулăхĕ тата хастарлăхĕ, чи малтанах мĕнпе те пулин интересленни кирлĕ. Çапла вара пĕр шухăш-тĕллевлĕ хĕрарăмсем теветкеллĕ пулса «Мерчен» фольклор ушкăнĕ йĕркеленĕ те. Тĕрлĕ профессире тăрăшнă ялти чи хастар хĕрарăмсем çамрăкрах чухне «Туслăх» ушкăнта юрланă.
Çĕнĕ фолькор ушкăнĕ йĕркеленĕ çĕрте, паллах, Анатолий Марковăн тÿпи калама çук пысăк. Паян кирек хăш ялта та ăста баяниста хунарпа та шыраса тупаймăн. Кÿршĕ ялта пурăннине, çÿçĕсем кĕмĕлленнине пăхмасăр Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Шăмалака мăшăрĕпе, Галина Васильевнăпа, килсе çÿрет, хĕрарăмсене çĕнĕ юрăсем вĕрентет, чăваш, вырăс халăх юррисене аса илтерет.
Иртнĕ çул Шăмалаксем ял уявне нихçанхинчен анлă паллă турĕç. Фольклор ушкăнĕ унта ял çыннисемпе хăнасене хăйĕн пултарулăхĕпе тыткăнларĕ. Ун хыççăн вĕсем кÿршĕ ялти культура çурчĕсен сценисем çине тухрĕç, анчах хамăр район центрнех çитеймен-ха. Хальхи вăхăтра вĕсем шăпах çĕнĕ программа хатĕрлеççĕ, çавна май Елчĕксем те вĕсен юррисене итлесе савăнасса шанăç пур.
Фольклор ушкăнне çÿрекенсене ятран аса илмесĕр иртме çуках. 40 çул дояркăра ĕçленĕ Елена Артемьева, ачасене пĕлÿ, воспитани панă çĕрте пиçĕхнĕ Мария Анисимовăпа Полина Львова, Людмила Чернова, колхоз уй-хирĕнчен кĕме пĕлмен Валентина Ермакова, Людмила Денисовăпа Мария Степанова, Валентина Лисова тата Госстрахра тăрăшнă Татьяна Егорова, нимĕнле ĕçрен те пăрăнман Людмила Долгова юрă-кĕвĕ ытамне кĕрсе чун киленĕçне тупаççĕ. 2, 3, 4 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă хĕрарăмсене мăшăрĕсем ăнланаççĕ, ялсене концертпа кайнă чухне юратнă çыннисене вĕсемех çăмăл машинăсемпе турттараççĕ. Арăмĕсем пушă вăхăта культурăллă ирттернишĕн хĕпĕртеççĕ вĕсем. Çав вăхăтрах савнă çыннисем упăшкисемпе юнашар ларса спорт передачисене пăхма та ĕлкĕреççĕ. Раççей биатлонисчĕсем çинчен хĕрсе калаçнине илтрĕм те – ку хĕрарăмсем нихăш енĕпе те маххă паманнине ăнлантăм. Библиотекăна сукмак хывакансем кĕнеке вулама юратаççĕ, район хаçатне çырăнса илеççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, асамлă юрă-кĕвĕ ытамĕнче пурăнни илем кÿрет те пултаруллăскерсене.
В.КИРИЛЛОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: «Мерчен» фольклор ушкăнĕ.