Кăçалтан тытăнса çĕршывра çĕнĕ ултă теçеткене яхăн саккун вăя кĕчĕ. Вĕсен хушшинче чăннипех пысăк пĕлтерĕшлисем те, пирĕн пурнăçа тĕпрен улăштараканнисем те, пур. Хăш-пĕр улшăну пирки – тĕплĕнрех.
Пенси: каярах, анчах пысăкрах
Тĕп улшăну – граждансем пенсие каярах тухма пуçлани: арçынсем 65 çул тултарсан тивĕçлĕ канăва кайĕç, хĕрарăмсем – 60 çул тултарсан. Çак йĕрке тапхăрăн-тапхăрăн – 2028 çулччен – вăя кĕрĕ. Унчченхи йĕркепе килĕшÿллĕн кăçал 55 тата 60 çул тултарнă май пенсие кайма хатĕрленнĕ хĕрарăмсемпе арçынсемшĕн хайхи ÿсĕм çур çулпа танлашĕ. Ку улшăнусем унччен пенсие кайнă çынсене пырса тивмĕç.
Анчах пенси çĕнĕлĕхĕсем çулсем хушăннипе кăна çыхăнман. Тÿлев виçи пысăкланас тĕлĕшпе те улшăну чылай. Январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ĕçлемен пенсионерсен страховани пенсийĕ 7,05 процент пысăкланнă. Çапла вара пенсин вăтам виçи пин тенкĕ патнелле хушăннă. Паллах, хăшĕсен хушăмĕ кăшт пысăкрах пулĕ, хăшĕсен – пĕчĕкрех. Ку çын ĕçленĕ вăхăтра илнĕ шалу виçинчен, стажран килет. Кирек мĕнле пулсан та кăçал çĕршыври пенсин уйăхри вăтам виçи 15,4 пин тенкĕ таран пысăкланĕ.
Ялсенчи ватăсемшĕн – чăннипех савăнăç: пенси çумне çирĕплетнĕ тÿлевĕн 25 проценчĕ чухлĕ хушма укçа илме пуçлаççĕ. Унăн виçи вăтамран 1300-1400 тенкĕпе танлашĕ. Ку укçана ял хуçалăхĕнче 30 çултан кая мар вăй хунă, халь ĕçлемен, ялтах пурăнакан çынсем илеççĕ.
Апрелĕн 1-мĕшĕнчен вара социаллă пенсисем пысăкланаççĕ – 264 процент чухлĕ хушăнмалла. Тата – август уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса. Чăн та, хайхи процентсем мĕн чухлĕ пулнине пăхмасăр хушăм виçĕ балран ытла пулмĕ. Пĕр балăн 2019 çулхи виçи 87,24 тенкĕпе танлашать. Эппин, ĕçлекен пенсионерăн пенсийĕ кăçал 261,72 тенкĕрен ытла хушăнмĕ.
МРОТ та…
Январĕн 1-мĕшĕнчен ĕçшĕн тÿлемелли чи пĕчĕк виçе пысăкланнă – пурăнма кирлĕ виçепе, 11280 тенкĕпе, танлашнă. Çын эрнере 40 сехет ĕçлет тĕк — ĕç паракан ăна çак виçерен кая тÿлеме пултараймасть.
Ĕçсĕрлĕхшĕн тÿлекен пособи те икĕ хута яхăнах пысăкланнă. Халь ĕçсĕрлĕхшĕн памалли пособин уйăхри чи пĕчĕк виçи 1500 тенкĕпе танлашать. Чи пысăккине вара 4900-тен пуçласа 8000 тенкĕ таран хăпартнă. Пенсие каяс умĕнхи çулсенчи çынсемшĕн вăл тата пысăкрах та пулма пултарать.
… налук та ÿсĕмлĕ
Налуксемпе çыхăннă улшăнусем те курăмлă. Хушма хакран илекен налук 2 процент хушăннă. Паллах, ку таварсен хакне тÿррĕнех витĕм кÿресси куçкĕрет. Чăн та, НДС хушăмĕ апат-çимĕçе, социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсене пырса тивмĕ. Çавăн пекех НДС ачасем валли туса кăларакан, вĕрентÿпе, наукăпа, медицинăпа çыхăннă таварсем, периодика пичет кăларăмĕсем тĕлĕшпе те хушăнмасть. Экспорта ют çĕршывсене ăсатакан таварсем валли çирĕплетнĕ 0 процент ставка та упранса юлать.
Сăмах май, граждансем малашне хăйсен пурлăхĕшĕн – транспортшăн, çĕршĕн, куçман пурлăхшăн – тÿлемелли налуксене аванс мелĕпе, уведомлени килессе кĕтмесĕрех, тÿлеме пултараççĕ.
Тарифсем хăпараççĕ
Коммуналлă тÿлевсене çулталăкра пĕрре, июль уйăхĕн пуçламăшĕнче, пысăклатнине хăнăхма ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ, кăçал вара çак ÿсĕм икĕ ăстрăмпа пулĕ. Пĕрремĕшĕ, январĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕчĕ, тарифсене 1,7 процент хăпартнă. Тепĕр хут вара июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пысăклатĕç – вăл 2,4 процентпа танлашĕ. Чăн та, ун чухне ÿсĕм пуриншĕн те пĕрешкел пулмĕ – регионсем унăн виçине хăйсем тĕллĕн палăртма пултарĕç.
Ÿкни-тÿнни – тÿлевсĕр
Пÿрте газ кĕртнĕ те – вутă кирлĕ мар тени вырăнсăр. Хуçалăхра вутăсăр май та çук. Çавна май Çĕнĕ çултан вăрмантан ÿкнĕ-тÿннĕ йывăç-турата пĕр чарусăр илсе тухма ирĕк паракан саккун вăя кĕни чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Куншăн тÿлеме те, никамран ыйтма та кирлĕ мар.
Ирĕк пани, паллах, вăрмансемшĕн те лайăх. Вĕсем хăрăк турат-йывăçран тасални пушарсенчен, йывăç чирĕсенчен сыхланас тĕлĕшпе усăллă пуласси куç кĕрет.
Текех «дача» мар
Тивĕçлĕ саккун вăя кĕнине январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса «дача хуçалăхĕ» текен ăнлава пĕтернĕ. Малашне сад ĕрчетекенсен тата пахча юлташлăхĕсем çеç пулаççĕ. Граждансемшĕн çакă сад участокĕсенче те капиталлă çурт-йĕр тума ирĕк панипе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавна май унти пурăнмалли çуртсенче те регистрациленмелли ирĕк пур.
Пĕр самант: пахча шутланакан лаптăксенче капиталлă çурт-йĕр тума юрамасть.
«Хыпар» хаçатран.