Четверг, 30 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Олимпиада иртет

Олимпиада иртет

Ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен ертÿçĕсене, специалистсене Пĕтĕм Раççейри олимпиадăна хутшăнма чĕнеççĕ. Ăна Раççейри Ĕç Министерстви ырланипе «АКТИОН-МЦФЭР» медиаушкăн йĕркелесе ирттерет.

Олимпиада кăтартăвĕсем тăрăх унта хутшăннисене пĕлÿ шайне палăртса çырнă сертификатсем параççĕ.

Ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен Раççейри чи лайăх специалиста – 100 000 тенкĕ, федераци округĕнче чи мала тухнă специалиста 50 000 тенкĕ укçа парса чыслаççĕ.

Унта хутшăнас тесен кăçалхи февралĕн 28-мĕшĕччен www.оlimpiada.тrudohrana.ru сайтра регистраци тумалла, ĕç сыхлавĕ тĕлĕшри тĕп ыйтусене тишкермелле, тест витĕр тухмалла. Балсен сумми тата ыйтусем çине хуравланин вăхăчĕ рейтингри вырăна палăртать.

Олимпиадăна хутшăннăшăн тÿлемелле мар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code