Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Дипломатсен тÿпи пысăк

Дипломатсен тÿпи пысăк

Ыран Раççейре Дипломати ĕçченĕн кунне паллă тăваççĕ. Професси уявне РФ Президенчĕн 2002 çулхи указĕпе çирĕплетнĕ. Дипломати ĕçченĕн кунне çĕршыв шайĕнче паллă тума йышăнни патшалăхшăн тулаш политика ыйтăвĕсем пĕлтерĕшлине, дипломат профессийĕн сумĕ пысăккине палăртаççĕ.

Уява шăп çак кун паллă тума йышăнни те ăнсăртран мар. Çак кун 1549 çулта Посол приказĕ – патшалăхри ют çĕршыв ĕçĕсене туса пыракан тытăм çинчен асăнни тĕл пулать. Раççейре тулаш политика ĕç-хĕлне чылай маларахри çулсенче те пурнăçланă. Авалхи Вырăс патшалăхĕ вунпĕрмĕш ĕмĕртех Европăри халăхсен хутшăнăвне йĕркелеме тÿпе хывнă.

Тулаш политика историйĕнче I Петĕр тата Кĕтерне патша вăхăтĕнчи тапхăр пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çурçĕр вăрçинче çĕнтерни, I Петĕр 1721 çулта император титулне илни пирĕн çĕршыв тĕнче шайĕнчи пĕлтерĕшне улшăнусем кĕртнине пĕлтернĕ. Çакна çирĕплетекенни – тĕнчери вăйлă аталаннă патшалăхсенче яланхи дипломати миссийĕсене йĕркелени. 1718-1720 çулсенче Посол приказĕнчен Ют ĕçсен коллегине туса хунă.

II Кĕтерне вăхăтĕнче Вырăс Çарĕн пысăк çĕнтерĕвĕсенче дипломатсен тÿпи те пур, вĕсем ăнăçлă ĕçлени лару-тăрăва çăмăллатнă. Çав çулсенче çар çыннисем тата дипломатсем тăрăшнипе Крыма Раççей йышне кĕртме, Хура тинĕсре карапсене ирĕклĕ çÿретме, Кăнтăр-Хĕвеланăç тата Анăç Руçе Раççейпе пĕрлештерме, Балканра славян халăхĕсене хÿтĕлеме, Кавказ енне куçма май килнĕ.

1917 çулхи Октябрь революцийĕ хыççăн Тăван çĕршывăн тулаш политика историйĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланнă. Ют çĕршыв ĕçĕсене халăх комиссариачĕ йĕркеленĕ. Ăна В.Молотов ертсе пынă. Дипломати ĕçченĕсене вĕрентсе хатĕрлеме 1939 çулта Дипломатин аслă шкулне уçнă, 1944 çулта университет никĕсленĕ. 1946 çулта Халăх комиссариатĕнчен Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствине туса хунă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче, каярахри çулсенче те дипломатсем тăрăшнипе СССРпа туслă çыхăну тытма килĕшнĕ патшалăхсен шучĕ палăрмаллах ÿснĕ. Çавăн пекех вĕсем вăрçă хыççăн тăнăç пурнăçа çирĕплетессишĕн, хĕç-пăшалпа усă курассине чарас тĕллевпе нумай ĕç пурнăçланă.

«Çĕнетÿ» саманинче министерствăра пысăк улшăнусем пулса иртнĕ, ертÿçĕсен тытăмĕ, посолсен корпусĕ çĕнелнĕ. 1991 çулта СССР Тулаш хутшăнусен министерствине туса хунă. Вăл çавăн пекех Тулаш экономика çыхăнăвĕсен министерствин тивĕçĕсене пурнăçласа пынă.

Совет Союзĕ арканнă хыççăн ку тытăмăн ĕçĕ чарăнса ларнă – Раççей Федерацийĕн Ют çĕршыв ĕçĕсен министерстви йĕркеленнĕ. Хальхи вăхăтра Раççейĕн тулаш политикин стратегийĕ çĕршывăн тулаш политика концепцийĕ çинче никĕсленет. Тĕп принципсен шутĕнче уççăнлăх, наци интересĕсене хÿтĕлесси пулса тăрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code