2018-2019 вĕренÿ çулĕнчен 9-мĕш класс вĕренекенĕсем валли вырăс чĕлхипе пĕтĕмлетÿ калаçăвĕ /итоговое собеседование/ кĕртнĕ. Вăл февралĕн 13-мĕшĕнче иртет. Çак тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухакан тăххăрмăшĕсене патшалăх пĕтĕмлетÿ аттестацине кĕртеççĕ. Пĕтĕмлетÿ калаçăва «зачет» е «незачет» кăтартупа хаклаççĕ.
Кăçалхи çĕнĕлĕхсем пирки Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алевтина Федорова каласа пачĕ:
– Алевтина Николаевна, мĕн хистенĕ-ши калаçăва ĕçе кĕртме?
– Калаçăва шкул ачисен калуллă пуплевне тĕрĕслес тĕллевпе йĕркеленĕ. Вăл экзамен мар, экзамена кĕмелли ирĕк.
– Калаçура ачасене мĕн кĕтет?
– Шкул ачисен тăватă ĕçе пурнăçламалла. Пĕрремĕшĕ – пысăках мар текста – 180 сăмаха яхăн сасăпа вуламалла. Ăна икĕ минут параççĕ, çак вăхăтра ачан текстпа паллашмалла, ăна куçпа пăхса тухмалла та вулама тытăнмалла.
Иккĕмĕш ĕç – вуланине каласа памалла. Кунта та хатĕрленме темиçе минут параççĕ. Каласа панă чухне заданинче панă цитатăна та кĕртмелле.
Виççĕмĕш ĕç – монолог. Вĕренекен хăй суйласа илнĕ сăн ÿкерчĕке сăнламалла е пурнăçри опыт çинче никĕсленнĕ çивĕч ыйтусене калавлă тата сÿтсе явса каласа памалла. Иккĕмĕш тĕслĕхре хăйĕн пурнăçĕнчи опыта сăнламалла. Калăпăр, похода е экскурсие кайнине, мĕнпе ытларах асра юлнине. Виççĕмĕш тема çивĕчрех, «кирлĕ-ши;» ыйту çине хурав пама ыйтать.
Тăваттăмĕш ĕç – ача суйласа илнĕ темăпа пĕрле калаçакан экзаменаторăн диалогĕ.
– Ĕçсене пурнăçлама мĕн чухлĕ вăхăт уйăраççĕ?
– Вăтамран 15 минут.
– Калаçăва кам ирттерет?
– Вăл шкулти кирек хăш учитель те пулма пултарать.
– Калаçу ăçта иртет?
– Тăван шкулта.
– Хурава мĕнле виçепе хаклаççĕ?
– Вулав хăвăртлăхĕпе, интонаци тĕрĕслĕхĕпе, пуплев, грамматика, орфоэпи нормисемпе.
– «Зачет» илес тесен мĕн чухлĕ балл пуçтармалла?
– «Зачет» илес тесен 10 балл та çителĕклĕ, чи пысăк балл – 19.
– Енчен те ача февралĕн 13-мĕшĕнче чирленĕ е хăйне япăх туять пулсан калаçăва ытти кунсенче хутшăнма майсем пур-и?
– Тивĕçлĕ сăлтав пуррисем тата «незачет» илнисем март уйăхĕн 13-мĕшĕнче тата май уйăхĕн 6-мĕшĕнче пĕтĕмлетÿ калаçăвне хутшăнма пултараççĕ. Тăххăрмĕшсем пĕтĕмлетÿ калаçăвне яваплăхпа хутшăнасса шанатпăр. Ĕçсем йывăр мар, ачасем вĕсене тивĕçлипе пурнăçлаççех.