Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кĕнекесенче – чăваш халăхĕн кун-çулĕ

Кĕнекесенче – чăваш халăхĕн кун-çулĕ

Ĕнер Елчĕкри тĕп библиотекăра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ – Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн директорĕ Петр Краснов, истори наукисен докторĕ Виталий Иванов, Владимир Иванов /Алмантай/ тĕпчевçĕ пулчĕç. Тĕл пулăва райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый та хутшăнчĕ.

Районти библиотека ĕçченĕсемпе тата вулакансемпе курнăçнă май килнĕ хăнасем чăваш халăхĕн аталанăвĕ, йăли-йĕрки, малашлăхĕ, тăван халăхăмăрăн кун-çулне çутатакан кĕнекесем пирки сăмах хускатрĕç. Елчĕкре пулнă делегацин тĕп тĕллевĕ – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен Петр Красновпа Юрий Попов пуçарăвĕпе йĕркеленĕ ятарлă акцие хутшăнса районти ялсенчи тата шкулсенчи вулавăшсене чăваш халăхĕн историне çутатакан кĕнекесен пуххине /«Чуваши», 3 томпа пичетленнĕ «Иллюстрированная история чувашей», «Атлас древней истории», «Кто мы – суваро-булгары или чуваши?»/ парнелесси пулчĕ. Асăннă акцие талантлă ученăй, чăваш халăхĕн патриочĕ – Василий Васильевич Николаев профессор çуралнăранпа 80 çул çитнĕ тĕле халалланă. Пурăннă пулсан кăçалхи февралĕн 11-мĕшĕнче вăл 80 çул тултарнă пулĕччĕ.

Тĕл пулăва хутшăннисем çак маларах асăннă кĕнекесем вулакансемшĕн, уйрăмах çитĕнекен ăрушăн, усăллă пуласса, вĕсем тăван халăха юратма, унăн йăли-йĕркипе тата культурипе тарăннăн паллашма май панипе пĕрлех чăвашлăха упрама пулăшасса та шанса тăнине пĕлтерчĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code